Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывра асăрханулăх кирлĕ

Шывра асăрханулăх кирлĕ

Август уйăхне кĕтĕмĕр пулсан та, кунсем шăрăх тăраççĕ-ха. Çавăнпа та нумайăшĕ кулленех шыв хĕррине васкаççĕ. Шыва кĕнĕ чухне вара асăрхануллă пулмалла — инкек-синкек сиксе ан тухтăр. Çак йĕркесене асрах тытасчĕ:

— Ятарлă вырăнта анчах шыва кĕрĕр.

— Пĕлмен вырăнта шыва кĕме юрамасть.

— Ишме пĕлмесен шыва пилĕк таран анчах кĕрĕр.

— Палăртнă вырăнтан иртсе нихăçан та ан ишĕр.

— Причалта, пристаньре шыва ан кĕрĕр.

— Пăрахут, катер, баржа çывăхне ишсе ан пырăр.

— Вĕрсе хăпартнă матраспа, теттесемпе, автомобиль шинипе шыва ан кĕрĕр.

— Çынна нихăçан та шыва ан тĕкĕр — сивĕ шывра аптăраса ỹкме пултарать.

— Шывра ан иртĕхĕр, пĕр-пĕрне ураран ан туртăр.

— Пĕччен шыва ан кĕрĕр, ыттисене те пĕччен ан хăварăр.

— Ачасене хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине ан ярăр.

— Апатланнă хыççăн 1,5-2 сехетрен кăна шыва кĕме юрать.

— Ỹсĕр чухне шыв хĕррине ан кайăр.

— Япăх çанталăкра шыва ан кĕрĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code