Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 29)

Пурте медальсемпе

Çĕмĕрлери "Олимп" спорт шкулĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен хушшинче иртнĕ дартс дисциплинин республика чемпионатĕнче Елчĕксем питĕ ăнăçлă ăмăртнă. Людмила Анисимова ертсе пынă командăри Алина Иванова (Хăвăлçырма) уйрăмах палăрнă: вăл "Пысăк раунд", "Спектр 20" дисциплинăсенче ылтăн, "501" тупăшура бронза медальсене çĕнсе илнĕ. Ăмăртура Людмила Анатольевна хăй те маххă паман. Пĕр дисциплинăра вăл 1-мĕш

Подробнее

Ултă командăран — 2-мĕш

Патăрьелĕнче 2016-2017 çулсенче тата 2018-2019 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче И.Р.Хамбиков призĕсене çĕнсе илессишĕн мини-футбол турнирне йĕркеленĕ. Пирĕн округăн пĕрлештернĕ командин 1-мĕш ушкăнĕ уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Малтанхи тĕл пулусенче Владимир Шашков тренер дружини Каçалсене 6:0, кил хуçисене 1:0 шутсемпе çĕнтернĕ. Çурма финалти вăйă хальхинче Каçалсемпе çивĕчрех иртнĕ - 2:1. Финалта "Елчĕк" "Шăмăршăна"

Подробнее

Руçе тĕне кĕртнĕ

куна çулсерен июлĕн 28-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Язычествăран христиан тĕнне куçни чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Ăна халалласа Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹре кĕлĕ иртнĕ. Ĕненекенсен пысăк пайĕ праçнике чăваш тумĕсемпе килнĕ. Чиркỹ настоятелĕ Силуан иеромонах кашнинех паллă кунпа саламланă май çак кун чан çапасси Раççейĕпех йăлана кĕнине палăртнă. Çапла

Подробнее

Округра ĕçлĕ визитпа

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Закутаев пулнă. Владимир Олегович пушар чаçне çитсе службăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнипе пĕрлех ĕçченсемпе курса калаçнă. Ертỹçĕ округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулнă май пушар хăрушсăрлăхĕн тата тĕрлĕ инкекрен сыхланас ыйтусене çĕкленĕ.

Подробнее

Пушара хирĕç кĕрешсе

Ачасен пурнăçне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - аслисен тĕп тĕллевĕ. Çĕнĕ Пăва шкулĕ çумĕнчи "Илемпи" ача сачĕн территорийĕнче çĕр айĕнче резервуар вырнаçтарма пуçăннă. Ĕçе пурнăçлама "Ниме - халăх бюджечĕ" проектпа усă кураççĕ, контракт хакĕ 599 755 тенкĕпе танлашать. А.А.Шувалов подрядчик ĕçе тытăннă ĕнтĕ.

Подробнее

«Ниме — халăх бюджечĕ»

Чăваш Тăрăмĕнче "Ниме - халăх бюджечĕ" проект çине таянса хальхи требованисене тивĕçтерекен спорт площадки тума тытăннă. "Строй-сфера" сахал яваплă обществăн 1,3 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Пулас объект вырăнне тикĕслесе якатнă, планировка тунă, хăйăр сарнă… Унта вырнаçтаракан спорт оборудованийĕсем ачасене çеç мар, çитĕннисене те вăй-хала çирĕплетме май парĕç.

Подробнее

Киремет-Юманшăн сасăлар

Августăн 1-мĕшĕччен "Çулталăкри Раççей йывăçĕ-2026" конкурс пырать. "Ясна" этнопоселенинче ỹсекен 30 метр çỹллĕш юманăн "ĕмĕрĕ" 300 çулпа танлашать. Асăннă çут çанталăк палăкĕшĕн июлĕн 27-мĕшĕ тĕлне 8687 çын сасăланă. Хальлĕхе вăл 1-мĕш позицире. Уншăн çитĕнĕве çирĕплетме эсĕ те хăвăн тỹпене хывма пултаратăн. Çавна май "Деревья памятники живой природы" сайта кĕмелле, списокри 73-мĕш

Подробнее

Бюджет пирки

2026 çулăн пĕрремĕш çурринче республика бюджечĕн тăкакĕсем 56,3 миллиард тенкĕпе танлашнă. Чи пысăк расхутсем социаллă тĕллевлĕ вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă хỹтлĕх, культура тата спорт сферисем валли 41,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Экономикăна тĕревлеме - 7,6 млрд, ЖКХ сферине çĕнетме - 1,4 млрд тенкĕ. Наци проекчĕсем валли янă укçа та пысăк - 6,1

Подробнее

Китайшăн кăсăклă

Китай делегацийĕ Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсен представителĕсемпе АПК продукцийĕн экспорчĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Пирĕн АПК предприятийĕсем хăнасене хăйсен экспорт майĕсемпе паллаштарнă. Продукци ассортименчĕ, Китая мĕн чухлĕ тавар ăсатма пултарасси тавра калаçу пулнă. Номенклатура анлă: тĕш тырăпа çу культурисем, аш-какай, бакалея продукцийĕ, чипс, выльăх апачĕ… Малашнехи калаçусем килĕшỹсем тăвасси, компанисене хăйсен

Подробнее

Концертпа — Кушкăра

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсем час-часах юрă-ташăпа аякри ялсенче пулаççĕ. Хальхинче сцена ăстисем Кушкă ялне çитнĕ. Иван Шурбин, Сергей Баранов, Кирилл Петров, Никита Дружинин шăрантарнă юрăсем, баян-купăспа вылянă кĕвĕ-çемĕ кашнинех тыткăнланă.

Подробнее