Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 34)

Ачасем тимлĕхре пулччăр!

Çу кунĕсенче ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсенчен ăçта выляма каяссине пĕлтерсех тăма ыйтмалла. Ача киле каланă вăхăтра таврăнмасан тỹрех шырама пуçламалла. Çавăн пекех ачасене çул-йĕрсем çинче тимлĕ пулмалли, палламан çынсемпе калаçмалла марри, ют автотранспорт çине ларма юраманни, улах вырăнсенче пĕччен çỹресрен асăрханмалли пирки те тăтăшах аса илтермелле. Кил-хуçалăхра наркăмăшлă шĕвексене, вĕсен

Подробнее

«Ун пекки урăх пулмасть…»

Галина Изратова - паллă ỹнерçĕ-тĕрĕçĕн Татьяна Шаркован йăмăкĕ. Чăваш çĕршывне çĕнĕ кайăк килнине 1957 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче пĕлтернĕ вăл. Илем тĕнчине туртăнасси, ахăртнех, аппăшĕнчен килнĕ пулĕ. Шупашкарти педагогика училищинче вĕреннĕ тата ача садĕнче ĕçленĕ (1982-1996) тапхăрсенче ỹнерте малтанхи утăмĕсене тунă. Ăсталăхĕ çĕкленсе, çирĕпленсе пынă май вара чунĕ ыйтнă ĕçе тỹрремĕнех

Подробнее

Çирĕп контроль кирлĕ

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хăйсен ĕç вăхăтне туллин усă курнă унта. Ирхине вĕсем Таяпа Энтринчи Анатолий Петровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕн уйĕсене çитсе килнĕ. Палăртнă кун тĕлне

Подробнее

Аслă Çĕнтер чапĕ иксĕлмĕ нихăçан

Çĕнтерỹçĕм! Пит инçеччĕ эс пиртен,Кĕл кăварĕ пек сỹнеттĕнччĕ хуллен.Çулăм витĕр, çумăр витĕр талпăнса,Сан пата эпир çывхарнă шăвăнса… Уявсен уявне - Аслă Çĕнтерỹ кунне округра майăн 8-мĕшĕнчех паллă тума пуçланă. Вăл кун кашни ялти палăк умĕнче митингсем иртнĕ, юрă-кĕвĕ янăранă, пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса чĕрĕ чечексем хунă. Мероприятисене ял халăхĕпе пĕрле округ

Подробнее

Нуша курсан та хуçăлман

Çамрăкран ĕçпе пиçĕхнĕ, чăваш хĕрарăмĕн ырă енĕсене мĕн ватăличчен упраса пурăннă хĕрарăм пирки паянхи сăмах. Ачалăхĕ унăн вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Нушине çамрăкранах тутаннă вăл. Зоя Васильевна Максимова (Чернова) 1934 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă. Çамрăкранах аслисемпе пĕрле тăван хуçалăхра пилĕк авма тивнĕ. 1949 çулта 14 çулхи хĕр ача Мускав

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн 2024 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи 59-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Яманчурино" сахал яваплă обществăри Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ механизатор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1100 гектар çинче акса хăварнă.

Подробнее

Атăл тăрăх çул хывĕç

Чăваш Ен "Валдайĕсем" июнĕн 1-мĕшĕнче рейса тухĕç. Шыв транспорчĕ куллен 8 сехетре Хусана тата Сĕвене çул тытĕ. Хусантан - 18 сехетре, Сĕверен 14 сехет те 30 минутра каялла килме тухĕ. Унсăр пуçне Тутарстанăн "Метеорĕсемпе" те кỹршĕ республикăн тĕп хулине çитсе килме май пулĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Шупашкара Атăл тăрăх 90 пине яхăн

Подробнее

Тивĕçлисене чысларĕç

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Леонард Васильевич калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 79

Подробнее

Ака ĕçĕсем кая юлнă

Çуркунне кăçал ир килчĕ пулин те ака ĕçĕсем вăраха тăсăлчĕç. Çакă тỹррĕнех çанталăк условийĕпе çыхăннă. Тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулчĕ, çумăрĕ те тăтăш çусах тăчĕ. Анчах çанталăк сивĕтсе пăрахнăран анасене час типме памарĕ. Хăш-пĕр лаптăксене халĕ те техникăпа пырса кĕме çук - путать. Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем ял

Подробнее

Хисепе тивĕçлĕ ĕçченсем

Предприяти-организацин ăнăçлă аталанăвĕ шут ĕçĕнче тăрăшакансенчен чылай килет. Вĕсем финанс ыйтăвĕсене тĕрĕс йĕркелесе пынăран ĕç кал-кал пырать. "Труд" хуçалăхра бухгалтерта тăрăшакан Наталья Аверкинăпа Светлана Прохорова (сăн ỹкерчĕкре) шаннă ĕçе тĕплĕ, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ĕç стажĕ пĕчĕк мар вĕсен. Хуçалăх ертỹçи Валерий Германов специалистсен ĕçĕпе кăмăллă. Е.ПЕТРОВА.

Подробнее