«Ниме — халăх бюджечĕ»
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ эрнерисене тишкерчĕç. Ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Ирина Горшкова каласа кăтартрĕ.
Подробнее
