Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăçсен уявĕ

Пулăçсен уявĕ

Мучар ялĕнче Пулăçăсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелỹçĕсем Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Туслăхĕн çулталăкне, Питрав уявне халалларĕç. Çак кун кỹлĕ йĕри-тавра ирех халăх пуçтарăнчĕ: кĕçĕннисем, аслă çулхисем, ашшĕ-амăшĕ пулăçсене хавхалантарма килнĕ. 33 çын хутшăнчĕ ăмăртăва, чи кĕçĕнни — Ульяна Егорова пулчĕ, вăл 7 çулта. Валерий Краснов вара — чи асли, 67 çулта. Ăмăрту 3 сехете тăсăлчĕ, çав хушăра пулă шỹрпи те пиçрĕ. Хĕрỹ тупăшура Илья Федоров — 1-мĕш, Яна Поляруш — 2 -мĕш, Петр Краснов 3-мĕш вырăна тухнине палăртма кăмăллă. Чи пысăк пулă тытакан — Андрей Захаров.

Çирĕклĕ Шăхальсемпе Мучарсем çак пĕрлехи мероприятие йĕркелесе ирттерни питĕ кăмăллă пулчĕ, вăл аслă çулхисемпе кĕçĕннисене пĕр-пĕринпе хутшăнма та май пачĕ.

Тупăшура туслă çемьесем — Егоровсем, Муравьевсем, Захаровсем, Васильевсем тата ыттисем — хастарлăхпа палăрчĕç.

Владимир Васильев йĕркелỹçĕ ку уява малашне те ирттерессе пĕлтерчĕ.

Тытнă чĕрĕ пулăсене пурте пĕр шухăшлă пулса каялла кỹлле ячĕç. Малалла ỹсчĕр.

Нина ЛЕВАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code