Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 34)

Чиркỹ çĕкленет

КИВĔ ЭЙПЕÇ. Алексей Рекеев 1761 çулта уçнă чиркỹ пушара пула ишĕлчĕке çаврăннă хыççăн вырăнти тата çывăхри ялсенче пурăнакансем ăна çĕнĕрен çĕклеме тытăннă. Эрнекун каçхине объектпа округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов паллашнă. Паллă вĕрентỹçĕн тата пачăшкăн астăвăмне сỹнме памаççех.

Подробнее

Ылханлă хура çĕмĕрт

Калав - Аленушка, хĕрĕм, ылтăнăм, лăплан-ха, лăплан. Эпĕ ку, аннỹ. Кунтах, санпах эпĕ. Ниçта та каймастăп. Ан шиклен, никама та памастăп сана, - ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр ăшталанчĕ вырăн çинче выртакан хĕрĕ умĕнче хĕрарăм. Алена вара нимĕн те илтмен пекех - аллисемпе чарăнми хăлаçланчĕ, хуп-хура çăра та вăрăм çỹçне хăй аллисемпех

Подробнее

Мода кăтартăвĕн кунĕ

"Шевле" ача садĕнче Республика Пуçлăхĕн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проекчĕпе килĕшỹллĕн мода кăтартăвĕн кунне йĕркеленĕ. Кашни çемье хăйĕн уйрăм тумне шухăшласа тупса ăна куракан патне илсе çитерме пултарни уявăн тĕп илемĕ пулнă. Ачасем хăйсен тумĕсене кăтартса утнă чух куракансем вĕсен телейлĕ сăн-питне хаваспах сăнанă.

Подробнее

Ентешсем палăрнă

Çĕршыври "Раççейĕн çамрăк таланчĕсем" конкурса - Раççейри çамрăксен пултарулăх олимпиадине - пĕтĕмлетнĕ. Ăна ỹнер вĕрентĕвĕн тытăмне упраса пырас тата аталантарас, талантлă çамрăксене тупса палăртса аталанма пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Раççей Федерацийĕн Культура министерстви тата Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕ çумĕнчи академи музыка училищи ирттерекен çак тупăшăва пирĕн ентешсем те хутшăннă. Анна

Подробнее

Хуçисем çĕнтернĕ

Элпуç ялĕнче 26-мĕш çул иртекен "Туслăх Кубокĕн" черетлĕ турнирне йĕркеленĕ. Унта пилĕк команда вăй виçнĕ. Кил хуçи футболисчĕсене ытларах ăннă: вĕсем - çĕнтерỹçĕсем. Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем - призерсен йышĕнче. Уйрăм номинацисенче палăрнисем кубоксене тивĕçнĕ.

Подробнее

Вĕлтĕрен — паха удобрени

Çуркунне е çулла пухнă вĕлтĕрен (вăрлăхĕ пуличчен) паха удобрени шутланать. Йывăç, пластик е тăм савăта (тимĕр каймасть) вĕттĕн туранă вĕлтĕрен тултармалла, шыв хушмалла. Çумăр шывĕ пулсан аванрах. Кунне пĕр хутчен лайăх пăтратмалла. Ырă мар шăрша пĕтерме çиелтен пĕр ывăç тусан сапни е валериана çулçисем кăштах хушни пулăшать. 1,5-2 эрнерен вĕлтрен йỹçме

Подробнее

«Уçă калаçу» çыхăнăва çирĕплетет

Иртнĕ çул Чăваш Ен Правительстви кашни муниципалитетпа хула округĕнче вырăнсенчи активпа тĕл пулса социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерсе хак панă. Кăçал ăна пачах çĕнĕ форматпа йĕркеленĕ. "Уçă калаçу" ятпа ирттернĕ мероприяти пуçласа пирĕн округра старт илнĕ. Пирваях министрсем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, строительство ĕçĕсем пыракан объектсемпе паллашнă, унтан Елчĕкри

Подробнее

«Анне» мухтав паллине тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе килĕшỹллĕн Тĕмер ялĕнчи сумлă çынна - 8 ачана тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ Зинаида Васильевна Матросовăна Амăшĕн "Анне" мухтав паллипе чысланă. Зинаида Матросова ашшĕне астумасть. Василий Павлович Уткин 1941 çул вĕçĕнче вăрçăра хыпарсăр çухални çинчен çыру килнĕ чухне çулталăк çурăри ача пулнă вăл. Вăрçă çулĕсем йывăр

Подробнее

«Сывлăх патне — утăм»

проекта халăх активлă хутшăнать. Ăна пуçарса янăранпа тухтăрсем вырăна тухса чылай çынна тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ. Ытларикун ку мероприяти Патреккел ялĕнче иртрĕ. Медицина ĕçченĕсем халăха ялти тухтăр амбулатори умне йыхравласа тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслев ирттерчĕç. Йышăну вăхăтĕнче юн пусăмĕ хăпарнă, холестерин шайĕ пысăк пулнă, глюкоза шайĕ хăпарнă, куç пусăмĕ ỹснĕ тата ытти тĕслĕхсене тупса

Подробнее

Пушартан сыхланар

Кил-çуртра пушар тухни чылай чухне хуçисен тимсĕрлĕхĕнчен килет. Вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (çав шутра пирус туртнă чух та), электрооборудовани юсавсăрлăхĕ, кăмакапа тата электричествăпа ăшăтмалли приборпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни, ача шăрпăкпа выляни пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Кивелнĕ электропралуксене вăхăтра улăштарманнипе те пушар тухать. Кăçал округра 10 пушар

Подробнее