Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 6)

Валентина Порядковăна — Лука Крымский медалĕ

Хăвăлçырма ялĕн хĕрне, Мускаври С.Н.Федоров академик ячĕллĕ Куç микрохирургийĕн Шупашкарти филиалĕн медсестрине Валентина Порядковăна (Михеевăна) Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Лука Крымский медалĕпе наградăланă. Ентешĕмĕр ăна пысăк профессионализмшăн, ĕçе чунтан парăннăшăн тата экстремаллă условисенче медицина пулăшăвĕ панă чухне хăйне шеллеменшĕн тивĕçнĕ. Валентина Витальевна хăй вăхăтĕнче Канашри медучилищĕне пĕтернĕ. Ятарлă çар операцийĕ пынă

Подробнее

Салтаксене — тав!

Ятарлă çар операцийĕнче çĕршывăн чысне хỹтĕлекен ентеш-паттăрсемпе малаллах паллаштаратпăр. Вĕсенчен чылайăшĕ тулли мар мобилизаци йĕркипе е контрактпа çар ретне тăнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн салтаксене тĕрлĕ вăхăтра награда панă. Жуков медальне тивĕçнисен хушшинче Роман Левый (Çирĕклĕ Шăхаль), Павел Аверьянов (Çĕнĕ Пăва), Илья Савастьянов (Курнавăш), Алексей Гаврилов (Çуткỹл), Артем Дмитриев (Шуршу), Дмитрий Лукиянов (Елчĕк)

Подробнее

Владимир Викторова — медаль, Тав çырăвĕ

Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕре - Шупашкар округĕн тĕп больницин тĕп тухтăрне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Владимир Викторова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов "Шупашкар хулине - 555 çул" медальпе, "Единая Россия" партин Тав çырăвĕпе чысланă. Çак ят-сума ахальтен тивĕçмен вăл. Республика историйĕн страницинче унăн ячĕ уйрăм сас

Подробнее

Пурнăç йывăçĕ

Çирĕклĕ шывĕн сулахай енче вырнаçнă Матросов тăкăрлăкĕ ял пуçланса кайсанах йĕркеленнĕ теççĕ. Çуллахи вăхăтра техника ытлашши кĕрсе çỹременрен эпĕ астăвассах кунта симĕс курăк ешеретчĕ, халĕ те çаплах. 1962 çулхи çу уйăхĕн 7- мĕшĕнчи хăрушă пушар вăхăтĕнче 32 çуртпа пĕрле пирĕн кил те шĕл кăвара çаврăннăччĕ те, эпир çак тăкăрлăкри аннен

Подробнее

Шкула кайма пулăш

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн округра "Шкула кайма пулăш" ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Юнкун пархатарлă ĕçе Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Вĕсем округ администрацийĕн ĕç пỹлĕмĕнче тăватă ачаллă çемьене йышăннă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, шкула вĕренме кайма кирлĕ хатĕрсем парнеленĕ. Нумай ачаллă

Подробнее

Округ пуçлăхне — Тав хучĕ

Физкультурник кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев спорт отраслĕнчи хăш-пĕр хастар ĕçченсене патшалăх тата ведомство наградисемпе чысланă. Республика ертỹçин Тав хутне Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă: пирĕн округ ГТО комплексне çĕнĕрен ĕçе кĕртме тытăннăранпа çĕнтерỹçĕ е призер йышĕнчен пĕрре те тухман. Кăçалхи 2-мĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕпе эпир

Подробнее

Пĕтĕмпех аван, ачасем çеç сахал…

Вĕренỹ организацийĕсене ятарлă комисси вырăна тухса тĕрĕслесси тахçанах çирĕпленнĕ ырă йăла. Округ администрацийĕн, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, газ участокĕн, полици пайĕн, редакци ĕçченĕсем иртнĕ кĕçнерникун шăпах икĕ направленипе тĕрĕслев йĕркелерĕç. Пушар хуралĕн тата Роспотребнадзор службисем хăйсен тивĕçне маларах пурнăçланă. Тỹрех палăртса хăварар: вырăнсенчи пĕтĕм коллектив авăн уйăхĕччен çулсерен пысăк ĕçсем пурнăçлать. Елчĕк

Подробнее

Шкулсем ачасене йышăнма хатĕр

Июль, август уйăхĕсенче вĕренỹ учрежденийĕсемшĕн уйрăмах хĕрỹ вăхăт. Çак тапхăрта шкулсемпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрлесе мĕн кăна тума ĕлкĕрмелле мар? Пушар, антитеррор, газ хуçалăхĕнчи, апат-çимĕç блокĕнчи санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхе çирĕплетмелле. Ытти тĕрлĕ ыйту та сахал мар. Тĕрĕслекен органсем тупса палăртнă çитменлĕхсене те

Подробнее

Çанталăка хирĕç каяймăн

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Чи малтанах иртнĕ эрнери мероприятисене тишкерчĕç. Августăн 8-мĕшĕнче ятарлă комиссисем округра вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ - 2024-2025 çулсенчи вĕренỹ çулĕ тĕлне мĕнле хатĕрленине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем пирки

Подробнее

Укçа-тенкĕ виçи ỹсет

Ялсене хăтлăлатассипе çыхăннă кашни проект валли уйăракан укçа виçи 2-рен 3 миллион тенкĕ таран пысăкланать. Çак улшăнăва "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" программăна кĕртессине юнкун Министрсен Кабинечĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура ырланă. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, вăл е ку пуçару проекчĕпе çыхăннă ĕçсен

Подробнее