Çĕрлехи çутăсем
КАЛАВ - Туртăр, - пирус пачкине тăсрăм ун енне. - Çук, çук, тавтапуç, - именчĕклĕн хирĕçлерĕ вăл. - Пĕлетĕр-и, йăвашраххине хăнăхнă эп. Кĕсйинчен сигарет кăларса кăвайт çинчи кăвартан тивертрĕ, тарăннăн сăвăрса çумĕнче ларакан машина енне куç ывăтрĕ те ассăн сывласа илчĕ. - Тыр-пул пухса пĕтереççĕ-и-ха? - ман енне çаврăнмасăр ыйтре хайхи. - Çук-ха, çумăр чăрмантарать.
Подробнее
