Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа Çирĕклĕ Шăхаль тăрăхĕнче пурăнакансем ентеш-салтаксене пулăшас ĕçрен пĕрре те айккинче юлмаççĕ. Укçа-тенкĕ куçарса пулăшас текенсем валли ятарлă счет та уçнă. Çак ĕçе Мучарти Валентина Родионова чылайранпа тĕплĕ туса пырать. Акă, нумаях пулмасть хамăр тăрăхран мобилизаципе кайнă салтаксем ыйтнипе территори пайĕнчи халăх мотоцикл илме хăвăрт кăна укçа-тенкĕ пуçтарса пачĕ. Мотоцикл ачасене мала кĕме питĕ кирлĕ транспорт. Ырă ĕçе хутшăннă кашни çын тав сăмахне тивĕçлĕ. Уйрăммăн пысăк сумма парса пулăшнă Августина Лапшина, Александр Левый, Иван Карчиков, Ирина Левая, Антонина Осипова, Наталья Михайловна Ц. ячĕсене асăнса хăварас килет.
Çĕр çинчи тăнăçлăха сыхлакан салтаксене манма тивĕç мар эпир. Тăван енрен пулăшу çитни çĕнтерме пулăштăрах вĕсене. Киле ырă-сывă таврăнмалла пултăр пурин те.
Нина ЛЕВАЯ.

