Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ял илемĕн» йыхравĕ

«Ял илемĕн» йыхравĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 2026 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн октябрĕн 16-мĕшĕнче çулсерен Ял хĕрарăмĕн кунне ирттерме пуçлĕç.

Кăçал паллă куна халалласа регионта «Ял илемĕ» ятпа спартакиада йĕркелеме палăртнă. Октябрĕн 1-14-мĕшĕсенче кашни округрах хĕрарăмсен командисем ГТО фестивалĕпе эстафетинче, дартсра, хутăш эстафетăра, волейбол, шашка вăййисенче тупăшĕç. Пирĕн округра спорт мероприятийĕсем çак уйăхăн 6-8-мĕш кунĕсенче иртеççĕ.
Округсенче çĕнтернĕ командăсене октябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар округĕн Ишлей ялĕнчи «Унга» спорт комплексĕнче кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code