Суббота, 19 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 668)

Сентре тулли тавар

Аслă Елчĕкри П.Дудкин уйрăм предприниматель тытса тăракан "Центральный" суту-илỹ центрне халăх йышлă çỹрет. Кунта ял çыннисене кирлĕ кулленхи тавар çителĕклĕ. Сутуçăсем те кăмăллă, тарават. Татьяна Ефимовăпа Надежда Свиягина сутуçăсем, Светлана Гаврилова оператор хăйсен ĕçне питĕ юратаççĕ. Тавар туянакансем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Сăн ỹкерчĕкре: С.Гавриловăпа Н.Свиягина.

Подробнее

Пĕчĕк шкулăн пысăк çитĕнĕвĕ

Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем "Çĕнĕ ăру" пĕрлешĕвĕн "Малашлăх телейлĕ, малашлăх хĕвеллĕ: ĕçлер, çитĕнер, вĕренер!" девизĕпе хавхаланса ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваççĕ. Вĕренỹре малта, обществăлла ĕçре хастар пулма тăрăшаççĕ ачасем. "Çĕнĕ ăру" пĕрлешỹре 7 ушкăн. Вĕсем хушшинче ăмăрту йĕркеленĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Хĕлхем" тата "Çилçунат" ушкăнсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Кăçал

Подробнее

Владимир Путин хак панă

Иртнĕ çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашĕн пĕтĕмлетỹллĕ ларăвĕнче Чăваш Ене инвестици тытăмĕнче пысăк виçесем тытакан лидер-регионсен ушкăнĕнче пулнине палăртнă. Ĕçлĕ лару-тăрăва лайăхлатмалли уйрăмах ăнăçлă майсене тупса палăртни пĕлтерĕшлĕ, тенĕ хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ. "Вĕсен тухăçлăхне бизнесăн хăйĕн хак памалла... Инвестици лару-тăрăвĕн шайĕн Наци рейтингĕнче çак

Подробнее

Республика Пуçлăхĕ Çырупа тухать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата халăх патне янă Çырăвĕпе çитес ытларикун, январĕн 16-мĕшĕнче, 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллаштарĕ. Çырура Михаил Васильевич регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки тĕплĕн тишкерĕ. Çавăн пекех Чăваш Ен Правительствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, организацисемпе предприятисен

Подробнее

Вăхăтлăха — çĕнĕ инспектор

Январĕн 11-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен техника тăрăмне асăрхакан патшалăх инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Евгений Еландаев пулнă. Евгений Викторович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тата унăн пĕрремĕш çумĕпе - район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Е.Еландаев Патшалăх техника инспекцийĕн Елчĕк районĕнчи

Подробнее

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Тĕллевсене палăртнă Чăваш Республикин ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина района ĕçлĕ визитпа килсе кайнă. Елена Владимировна район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, райадминистрацин структура подразделенийĕсен начальникĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче районăн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн малтанхи итогĕсене тишкернĕ, умри тĕллевсене палăртнă. "Çĕнĕ кайăк" - Курнавăшран Ача çурални - çамрăк

Подробнее

Пурнăç таппипе тан утаççĕ

Сисĕнмесĕрех тепĕр çулталăка хыçа хăварса çĕннине, сарă Йытă çулне кĕрсе паян кивĕ çĕнĕ çула кĕтсе илетпĕр. Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне район çыннисем тĕрлĕ ырă пулăмсемпе асра хăварĕç. Районти, республикăри пĕлтерĕшлĕ те курăмлă ĕçсемпе эпир хамăр хаçатăн страницисенче çутатсах тăтăмăр. Ку ĕçре журналистсене яланхиллех хамăрăн çывăх туссем, ялсенчи

Подробнее

Республика хыпарĕсем

Биатлон центрĕ уçăлать РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Шупашкарта биатлон центрне тума хăвăртлатакан йышăнăва алă пуснă. Вăрман фончĕн 20,8 гектар çĕрне биатлон центрĕ тума уйăрĕç. Çавна май куçман пурлăхăн категорине улăштарнă, уйрăмах сыхлакан территорипе объект шутне кĕртнĕ. Çĕр категорине улăштарни строительство ĕçĕсене хăвăртлатма май парать. Чăваш Енри Сăнав лесничествинче спортсменсене

Подробнее

ЖКХ ыйтăвĕсемпе йышăнĕç

2018 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен Елчĕк район администрацийĕн ларусен залĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи саккунсене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусемпе халăха йышăнаççĕ. Унта Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район прокурорĕ - юстицин аслă советникĕ Василий Николаев, "Стройэнергосервис" ООО директорĕ Александр Нягин, "Спутник" ООО директорĕ Василий

Подробнее

Преступленисен çулне пỹлер

Кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче РФ Следстви комитетне йĕркеленĕренпе 7 çул çитет. Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ 2017 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетни те шăпах çак вăхăтпа пĕр килет. Кĕскен аса илес пулсан: РФ Следстви комитечĕ 2010 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи (403 №) Федерацин "РФ Следстви комитечĕ çинчен" саккунĕпе тата РФ

Подробнее