Суббота, 19 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 671)

Аваллăха упраса

Район çыннисем тăрăшуллă та харсăр ĕçпе кăна мар, чун-чĕре пуянлăхĕ иксĕлми пулнипе те палăраççĕ. Акă, Кавалти Николай Михайлович Казаковпа Аслă Шăхальти Владимир Мефодьевич Волков аваллăха упраса хăварас тесе килте музей йĕркелеме ăсталăх çитернĕ. Казаковсен управĕ пирки эпир хамăр хаçатра иртнĕ çулсенчех çырнăччĕ. Волковсен музейĕпе кăсăкланса паллашрăмăр. Владимир Мефодьевича чылай çул

Подробнее

Çамрăк çемьесен йышĕ ỹснĕ

Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта 76 çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Ку вăл 2016 çулхинчен 3 мăшăр ытларах. Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăлакансем сахаллăн пулни те савăнтарать. Уявсем умĕн çакна та палăртса хăварни вырăнлă пулĕ: ЗАГС пайĕ январĕн 3 тата 5-мĕшĕсенче 9 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлет.

Подробнее

Ачасене — Çĕнĕ çул кучченеçĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 20-мĕшĕччен Чăвашпотребсоюзпа "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕ "Ачасене - шоколад" акци ирттерчĕ. Елчĕкри 17 лавккара тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче кашнийĕнех йывăр лару-тăрăва лекнĕ, нумай ачаллă çемьере çитĕнекен тата тăлăх ачасене Çĕнĕ çул ячĕпе парне тума май пулчĕ. "Елчĕкри коопторг" ООО предприятийĕсенче акци вăхăтĕнче 20 килограмм

Подробнее

Чăваш Ен Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртет

Нумаях пулмасть иртнĕ пресс-конференцире Раççей Президентне Владимир Путина вырăнсенче май уйăхĕнчи указсене пурнăçланине мĕнле хаклани пирки ыйту пачĕç. Çĕршыв ертỹçи ку енĕпе кăмăллă пулнине пытармарĕ. 2018 çул шăпах пĕтĕмлетỹ тумалли çулталăк пулĕ. Чăваш Республикинче Президент указĕсене еплерех пурнăçлани пирки хурав пама хатĕр.   Раççей Президенчĕ Владимир Путин: - 100 çынран пуçласа 2

Подробнее

Ĕçлĕ тĕлпулу

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кивĕ Эйпеçри Социализмла Ĕç Геройĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕпе Николай Панкратовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьевпа Николай Панкратов обществăра ĕç паттăрлăхĕн хисепне ỹстермелли çинчен калаçнă, çамрăк специалистсене ял хуçалăхне ĕçе вырнаçтарассипе, ватăсене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Подробнее

Хаçат тусĕсем

"Вăхăтпа тан утакан хаçат", - теççĕ район хыпарçине чылай çул çырăнса илекен Кĕçĕн Таяпари Лида Спиридоновăпа Шăмалакри Зоя Кулакова. Лида Петровна çуралса ỹснĕ тăван ялĕнче - Акчелте чухнех амăшĕ çырăнса илнĕ район хаçачĕпе кăсăкланнă. Каярахпа, чылай çул пуçласа шкула ура ярса пусакан ачасене вулама, çырма, шутлама... вĕрентнĕскер, "Колхоз ялавне", унтан

Подробнее

Тăкаксене саплаштарĕç

РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн федераци бюджетĕнчен 2017 çулта чрезвычайлă лару-тăрăва лекнĕ 18 регионти аграрисене, вăл шутра Чăваш Енрисене те, компенсаци параççĕ. Пирĕн республикăна патшалăх çут çанталăк пăтăрмахĕсене пула тỹснĕ тăкаксемшĕн 54495,7 пин тенкĕ уйăрнă. Чăваш Енре ял хуçалăх культури 19562 гектар пĕтнĕ, Раççей Ял хуçалăх министерстви 9517 гектарĕшĕн тăкаксене саплаштарма йышăннă. Аса

Подробнее

Суйлав уçă ирттĕр

Чăваш Республикин Общество палати малашне республикăри Тĕп суйлав комиссийĕпе çыхăнса ĕçлĕ. Çакăн пирки калакан килĕшĕве Общество палатин тата Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕсем Алексей Судленков тата Александр Цветков алă пуснă. Мероприятие уçнă май А.Судленков 2018 çулхи чи паллă пулăм - Раççей Президенчĕн суйлавĕ - çывхарса пынине палăртнă. "Пирĕн тĕллев - çак суйлав

Подробнее

Тỹлевсем пама пуçланă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен укçа тỹлесси çинчен указа алă пуснине нумай ачаллă çемьесем ырласа йышăнчĕç. 2017 çулта çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн çемьесем чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан тỹлевсене уйăхсерен илме пуçланă. Çак виçе Чăваш Енре

Подробнее

Айăпçăсене сăнасах тăратпăр

Айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи инспекцин Елчĕкри уйрăмĕнче кăçалхи 11 уйăхра пурĕ 111 айăпçă учетра пулнă. Асăннă тапхăрта пурĕ 70 айăпçăна шута илнĕ, тĕрлĕ сăлтава пула 11 уйăхра 70 çынна шутран кăларнă. Айăплав вăхăтĕнче тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыманран инспекци ĕçченĕсем 39

Подробнее