Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 692)

Хыпар сахалрах — хỹтлĕх пысăкрах

Интернет уçлăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр океан евĕр. Мĕнлерех тытмалла хамăра виртуаллă тĕнчене лексен? Мĕн тума юрать е юрамасть? Çак тата ытти ыйтусем çине хуравсем тупма пулăшас тата ăнлантарас, халăха социаллă сетьсенчи киревсĕр-лĕхрен асăрхаттарас тĕллевпе Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе Чăваш Республикин Роскомнадзор управленийĕ йĕркеленипе республикăра юпа уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче персоналлă

Подробнее

Халăха пĕлсе тăма

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ 2017 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен çак йĕркепе ĕçлет: ытларикун-эрнекун - 8.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен; апат вăхăчĕ - 12.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен; шăматкун - 8.00 сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен; апат вăхăчĕ - 12.00 сехетрен пуçласа 12 сехет те 30 минутчен; канмалли кунсем - вырсарникун, тунтикун; уйăхăн юлашки кĕçнерникунĕнче халăха

Подробнее

Пулăшу вырăнлă

Патшалăх граждансене тĕрлĕ социаллă пулăшупа тивĕçтерни халăха шанчăклă туйма май парать. Чăваш Енре ЧР 2004 çулхи чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 43 номерлĕ саккунне тĕпе хурса республика бюджетĕнчен тыл ĕçченĕсене (районта паянхи кун 641 тыл ĕçченĕ пурăнать) социаллă пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе уйăхсерен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал тỹлевĕн виçи 1044 тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикин 2004

Подробнее

Вĕренекенсемпе тĕл пулнă

Елчĕк шкулĕнче çак кунсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн информаципе консультаци бригади пулнă. Аслă шкулăн представителĕсем аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă май вĕренекенсем хушшинче аграри профессийĕсен сумне ỹстерес тĕллеве мала хунă. Çавăн пекех вĕсем ял хуçалăх аталанăвĕнчи тата яллă территорисене социаллă аталантарас тытăмри патшалăх пулăшăвĕсем пирки те каласа кăтартнă. Видеороликсем урлă

Подробнее

«Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ»

ораганизаци кăçал хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май асăннă организаци республикăри кашни района çитсе хĕрарăмсен юхăмĕсен представителĕсемпе тĕл пулусем йĕркелес тĕллеве мала хурать. Çак кунсенче организаци членĕсем Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсемпе курнăçнă, тĕрлĕ темăпа калаçу йĕркеленĕ.

Подробнее

Ĕçе вырнаçтарнă

2017 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта 49 ĕçсĕр çын шутра тăни паллă. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă центра тивĕçлĕ ĕç шыраса 693 çын пынă, хальхи вăхăт тĕлне 620-шĕ тĕрлĕ ĕçе вырнаçнă. Предприятисемпе организацисем ĕçпе тивĕçтерекен центра 350 ĕçчен кирлине хыпарланă, çав шутран 93,43 проценчĕ - рабочи профессийĕсемлĕ

Подробнее

Ящур чирĕнчен асăрханар

Ящур - хăвăрт сарăлакан тата ерекен чир. Унпа ĕне выльăх, сурăх-качака, сыснасем чирлеççĕ. Çавăн пекех вăл çынна та ерме пултарать. Çамрăк выльăхсем чире йывăр ирттереççĕ е вилеççĕ. Лашасем çак чирпе чирлемеççĕ. Ящура пуçарса яракан вирус темиçе тĕрлĕ пулма пултарать: А, О, САТ-1, САТ-2, САТ-3 тата Азия-1. Вирус пысăк температурăра хăвăрт

Подробнее

ГТО нормативĕн ылтăн паллисене тивĕçнĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттерчĕ. "Улăп" спорт комплексĕн инструктор-методистне Петр Смирнова чи малтан сăмах пани те ахальтен мар. Мĕншĕн тесен юлашки уйăхра районта йĕркеленнĕ ятарлă командăсемпе уйрăм спортсменсем республика шайĕнче тата унăн тулашĕнче иртнĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăннине анчах мар, лайăх результатсене

Подробнее

Йĕппе пусă чаваймăн

Геннадий Волков академик çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă çулталăкра Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ тĕрлĕ шайри мероприяти пĕрре мар йĕркелерĕ. Тĕнчипе палăрнă ентеш-этнопедагога манманни, унăн вĕрентĕвне ăша хывни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ те ырă ĕç. Геннадий Никандровичăн вĕренекенĕсем, çав шутра тĕрлĕ республикăри, хуласенчи паянхи профессорсем, шкула час-часах

Подробнее

Таллин чăвашла калаçать

Эстонири радио нумаях пулмасть мухтавлă ентешпе, Шупашкар районĕнче çуралнă, Китай чĕлхине тарăннăн тĕпчесе пуян еткерлĕх хăварнă Никита Бичуринпа чăвашла (!) паллаштарнă. Радиокăларăма вара Елчĕкре çуралнă, хальхи вăхăтра Эстонире пурăнакан Ираида Захарова ертсе пынă. Ираида Захарова, пирĕн хаçата пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çултанпа Эстони радиопĕрлешĕвĕ тĕрлĕ халăхпа ĕçлессине çĕнĕ шая кăларать. "Çавăнпа çыхăнтарса

Подробнее