Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 6)

«Комбайн» ЯХПК — çĕнтерỹçĕ

Раççейри предпринимательлĕх кунне халалласа Шупашкарти "Амазония" этнокомплексра пайтаçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Унта социаллă фонд, налог службин тата бизнес представителĕсем хăйсен ĕçне йĕркелес, çĕнĕ специалистсене явăçтарас, тытса тăрас тĕлĕшри ыйтусене те тишкернĕ. Мероприятин савăнăçлă пайĕнче 2023 çулта усламра пысăк тỹпе хывнисене чысланă. Вăл йышра пирĕн округри "Комбайн" ЯХПК та пур.

Подробнее

Çĕр улми лартаççĕ

Округри уй-хирсенче кăçал çĕр улми лаптăкĕ 378 гектар йышăнмалла. Чи пысăк лаптăк - 220 гектар, яланхиллех "АСК-Яльчики" ОООра. Ĕнерхи кун тĕлне илсен кунта апат-çимĕçре усă курмалли "иккĕмĕш çăкăра" 60 гектар çинче лартнă. Ытти пĕтĕмпех - вăрлăхлăх лаптăк. Кунти пĕтĕм ĕçе наука хушнă пек йĕркелеççĕ, çĕр улмие шăваракан лаптăксенче çитĕнтереççĕ. Вĕсен сорчĕсем

Подробнее

Акса пĕтернĕ

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас ĕçе вĕçленĕ. Тыр-пул лаптăкĕ пĕтĕмĕшле илсен, 17463 гектар йышăнать. Кашни çулхи пекех, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи пысăк лаптăкра акса хăварнисем: "Яманчурино" ООО (1556 гектар), "Прогресс" АХО (1139), "Эмметево" ООО (890), "Комбайн" ЯХПК

Подробнее

Çирĕп контроль кирлĕ

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хăйсен ĕç вăхăтне туллин усă курнă унта. Ирхине вĕсем Таяпа Энтринчи Анатолий Петровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕн уйĕсене çитсе килнĕ. Палăртнă кун тĕлне

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн 2024 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи 59-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Яманчурино" сахал яваплă обществăри Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ механизатор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1100 гектар çинче акса хăварнă.

Подробнее

Ака ĕçĕсем кая юлнă

Çуркунне кăçал ир килчĕ пулин те ака ĕçĕсем вăраха тăсăлчĕç. Çакă тỹррĕнех çанталăк условийĕпе çыхăннă. Тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулчĕ, çумăрĕ те тăтăш çусах тăчĕ. Анчах çанталăк сивĕтсе пăрахнăран анасене час типме памарĕ. Хăш-пĕр лаптăксене халĕ те техникăпа пырса кĕме çук - путать. Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем ял

Подробнее

Хисепе тивĕçлĕ ĕçченсем

Предприяти-организацин ăнăçлă аталанăвĕ шут ĕçĕнче тăрăшакансенчен чылай килет. Вĕсем финанс ыйтăвĕсене тĕрĕс йĕркелесе пынăран ĕç кал-кал пырать. "Труд" хуçалăхра бухгалтерта тăрăшакан Наталья Аверкинăпа Светлана Прохорова (сăн ỹкерчĕкре) шаннă ĕçе тĕплĕ, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ĕç стажĕ пĕчĕк мар вĕсен. Хуçалăх ертỹçи Валерий Германов специалистсен ĕçĕпе кăмăллă. Е.ПЕТРОВА.

Подробнее

Заявкăсем йышăнаççĕ

Июль уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче республикăра "Уй кунĕ - 2024" курав иртет. Хальхи вăхăтра агрофорума хутшăнакансенчен заявкăсем кĕтеççĕ. Йĕркелỹçисем - ЧР Ял хуçалăх министерстви, ЧР "Агро-Инновацисем" предприяти, Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕ тата Çĕрпỹ округĕн администрацийĕ. Регионти уй кунĕн тĕп тĕллевĕ - агропромышленность комплексĕн представителĕсене пĕр лаптăка пухасси. Кунта кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерме,

Подробнее

«Фермер шкулĕ» проектăн çĕнĕ тапхăрĕ

Чăваш Енре "Фермерсен шкулĕ" проектăн 5-мĕш тапхăрĕ уçăлнă. Хальхинче фермерсем "Агротуризм", "Хăмла туса илесси", "Пахча çимĕç çитĕнтересси" специальноçсене алла илĕç. Проекта пĕтĕмпе 63 çын хутшăнать. Вĕренỹ теори тата практика пайĕсенчен тăрать, вăл 2,5 уйăха тăсăлать. Ун хыççăн кашни фермер бизнес-планпа паллаштарĕ, алла патшалăх документне илĕ, хăйĕн ĕçне йĕркелĕ. Проект çултан-çул аталанса

Подробнее

Хушма специальность пулать

Чăваш патшалăх аграри унверситетĕнче фермерсем кăна мар, шкул ачисем те сыр, çăкăр пĕçерекен, кондитер профессийĕсене алла илеççĕ. Иртнĕ çул кондитера - 8, сыр пĕçерекене - 11, çăкăр пĕçерекене 5 шкул ачи вĕреннĕ. 2021 çултанпа аслă шкул Шупашкарти 5-мĕш гимназипе пĕрле вĕрентỹ проектне пурнăçа кĕртет. Аслă классем çĕнĕ специальноçа хаваспах ăса хываççĕ.

Подробнее