Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 5)

Уй-хир хыпарĕсем

Июнĕн 16-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх организацийĕсенче 626 тонна (12 процент) утă, 3744 тонна (10 процент) сенаж хатĕрленĕ. Асăннă ĕçсене 12 хуçалăхра пурнăçлаççĕ. Акционерсен "Прогресс" обществинче 150 гектар (17 процент) кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрленĕ.

Подробнее

Борис Головин — 3-мĕш

Кĕçĕн Таяпари хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Борис Головин - округри çăмăл атлетсен тата йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсен нумай хут çĕнтерỹçи. Вăл уйрăммăн тата çемье командипе тупăшса республикăри ялти спорт вăййисенче механизаторсен ăмăртăвĕнче тăтăшах малтисен йышне кĕрет. Нумаях пулмасть Борис Петрович "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурсăн регионти тапхăрĕн пĕртен-пĕр "Ял хуçалăх облаçĕнчи механизацин лайăх

Подробнее

Ака çĕнтерỹçисем

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата туллин ĕçе кĕртнине пĕтĕмлетнĕ, çаксем мала тухнине палăртнă: Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна уй-хир ĕçĕсене 2972 гектар çинче пурнăçланă "Яманчурино" сахал яваплă общество йышăннă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми пама

Подробнее

Çĕрпе тухăçлă усă курнă

Ял хуçалăх организацийĕсем çĕр пулăхне ỹстерес, унпа тухăçлă усă курас тата ăна сыхлас енĕпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетсе округ администрацийĕ çапла йышăннă: "Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн, ăна сыхланăшăн, тăпра пулăхне ỹстернĕшĕн" конкурсра çĕнтернĕшĕн "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативне куçса çỹрекен кубокпа, дипломпа тата укçан преми парса чыслас.

Подробнее

Малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ 2025-2026 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйрăм çынсем выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, чи лайăх ĕçлекенсене палăртнă. Вĕсене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чыслама йышăннă: "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Ольга Георгиевна КРЫСОВА ĕне сăвакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетнĕ кашни ĕнерен 12210 килограмм сĕт сунă. "Комбайн"

Подробнее

Икĕ агрегатпа акнă

"Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1067 гектар çине акса хăварнă. Ăшша юратакан культурăна - кукурузăна çеç çĕре варăнтармалли юлнă. Çак ĕçе те вăраха ярасшăн мар хуçалăхра. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине икĕ агрегатпа йĕркеленĕ. Пĕрне Дмитрий Козлов, тепĕрне Олег Марков ертсе пынă. Кашнин йышĕнче

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округри ял хуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине 92 процент пурнăçланă. Ку ĕçе пĕр кооперативра тата икĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вĕçлемен. 3542 гектар (103 процент) çинче пĕр çул ỹсекен курăк акнă. Çĕр улми лартнин лаптăкĕ - 143 гектар (41 процент). Çавăн пекех хăш-пĕр хуçалăхра рапс (2030 гектар), горчица

Подробнее

Саламлатпăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2026 çулхи майăн 22-мĕшĕнчи 31-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх облаçĕнчи çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерне Геннадий Семенович ВИКЕНТЬЕВА "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи майăн 27-мĕшĕнчи 101-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине округра чи малтан вĕçленĕ.

Подробнее

Ăста тракторист

Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илес, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ỹстерес ĕçре хуçалăхри кашни ĕçченĕн тỹпи пур. Çуркунне ака тăвас, кĕрхи кунсем çитсен уй-хир ĕçĕсене вăхăтлă вĕçлес тесе механизаторсем çулсерен ырми-канми тăрăшаççĕ. "Сатурн" хуçалăхра 26-мĕш çул механизатор пулса вăй хуракан Радик Квасов тыр-пул акас ĕçе хастар вĕçленĕ хыççăн нумай çул ỹсекен курăка, кĕрхи культурăсене

Подробнее