Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи майăн 27-мĕшĕнчи 101-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине округра чи малтан вĕçленĕ.

