Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 7)

Пресс-центр пĕлтерет

Елчĕк муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем кунран-кун вăй илсе пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне кĕр тыррисене 4107 гектар (79 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 3654 гектар (52 процент) минераллă удобренисемпе апатлантарнă. 16417 гектар (66 процент) кĕрхи çĕртме лаптăкне сỹреленĕ,1173 гектарне (5 процент) кăпкалатнă. Пурĕ 1003 гектар (5

Подробнее

Тивĕçлĕ йĕркеленĕ

Ĕнер Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый акционерсен "Прогресс" хупă обществинче çур аки ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Хуçалăхра хальхи вăхăтра хĕрсех уйсене сỹрелесси пырать. Ăна ĕнерхи кун 2409 гектар çинче йĕркеленĕ. Петр Колсанов, Валерий Охотин, Петр Доброхотов, Александр Антонов, Геннадий Куприянов, Виталий Димитриев, Александр Николаев, Сергей Муллин тата Дмитрий Марков механизаторсем

Подробнее

Аграрисене — субсиди

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пулăхне лайăхлатмалли мероприятисене пурнăçлама республикăра 9 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Мелиораци комплексне аталантармалли патшалăх программине РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев регионсемпе онлайн мелпе ирттернĕ канашлура сỹтсе явнă. Вăл 2024 çулта çакăн валли федераци бюджетĕнчен мĕн чухлĕ укçа уйăрасси регионăн ĕç калăпăшĕнчен килессине палăртнă. Чăваш Енре 2022 çулта

Подробнее

Калаçу — сĕт хакĕ тавра

2022 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне округри ялсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенчен сĕт туянакан юридика сăпачĕсем тата уйрăм предпринимательсем чĕр тавара 23-28 тенкĕпе туяннă, кăçал вара 1 килограмм сĕт хакĕ 20-23 тенкĕ анчах. Пирĕн округра çеç мар, республикăра, Раççейри ытти регионсенче те юлашки вăхăтра сĕт йỹнелсех пырать. Ял çыннине пулăшассине - чĕр таварăн

Подробнее

Уйри шав вăйланать

Çанталăк çуркунне енне туртăнни куллен çирĕпленсе пырать. Çавна май çĕр хуçин те уй-хирте пурнăçламалли ĕçсем хушăнсах пыраççĕ. Округри чылай ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул ỹсекен курăксемпе кĕрхи культурăсене апатлантарассине, кĕрхи çĕртме лаптăкĕсене сỹрелессине йĕркеленĕ. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче те ĕç шавĕ вăйлансах пырать. Александр Петров, Александр Николаев, Рудольф Федотов çĕр

Подробнее

Чи малтан çитет

Ĕпхỹре Федерацин Атăлçи округĕнче агропромышленноçа аталантарас енĕпе канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Ене ырăпа аса илнĕ - аграрисем патне патшалăх пулăшăвне чи малтан çитерекен регионсенчен пĕри пулнине палăртнă. Республикăна хушма хуçалăх тытакан хăй тĕллĕн ĕçлекенсемпе ăнăçлă ĕçлеме пултарнăшăн та ырланă. Канашлăва регионсенчи министерствăсемпе ведомствăсен, Раççейри АПКн пысăк предприятийĕсен ертỹçисем те хутшăннă. "Çакăн

Подробнее

Китайпа çыхăну йĕркеленет

"Раççейпе Китайăн ял хуçалăх тата агробизнес сферинчи хутшăнăвĕсем. Инвестицисем, импорт, экспорт" - çапла пулнă нумаях пулмасть Мускаври Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ центрĕнче офлайн тата онлайн мелсемпе иртнĕ конференци теми. Ăна "Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт" наци проекчĕн "АПК продукцийĕн экспорчĕ" регион проекчĕн шайĕнче йĕркеленĕ. Конференцире усламçăсен Китай компанийĕсемпе паллашма, инвесторсемпе тĕл пулма,

Подробнее

Хăмла çитĕнтерме вĕрентеççĕ

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче хăмла çитĕнтерес енĕпе вĕренỹ пуçланнă. Ятарлă курссенче Чăваш Енре пурăнакансем, Мускавран, Санкт-Петербургран, Смоленск облаçĕнчен, Алтай тăрăхĕнчен килнисем пĕлỹ илеççĕ. Хальхи вăхăтра хăмла культурипе ĕçлекенсен вăрлăх тата техника ыйтăвĕсене татса памалла. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăмла çитĕнтерекенсене регионтан пулăшнине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, аграри университетĕнче ятарлă

Подробнее

Хуçалăхăн пĕчĕк формисене — грант

ЧР Ял хуçалăх министерствинче хуçалăхсен пĕчĕк формисене грантпа тивĕçтермелли конкурс старт илнĕ. Пулăшу ял хуçалăх кооперативĕсене те тивĕçмелле, патшалăх пулăшăвĕпе вĕсем пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма пултарĕç. 2023 çулта хуçалăхăн пĕчĕк формисене пулăшма федераци бюджетĕнчен 99 миллион тенкĕ уйăрĕç. Вĕсенчен 40 миллион тенки - кооперативсем валли. Конкурса хутшăнакансенчен апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа заявкăсем

Подробнее

Хĕрỹ вăхăт пуçланчĕ

Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче ирттерме палăртнă округри агроинженери канашлăвне пухăниччен ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Волков ертсе пыракан комисси хальхи вăхăтра кашни ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе ака ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет. Сергей Геннадьевич палăртнă тăрăх, çак вăхăтчен вĕсем Аслă Елчĕк, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрăм территори пайĕсене

Подробнее