Çурхи ĕçсем умĕнхи территори пайĕсен пуçлăхĕсен, ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсен канашлăвне хутшăнакансене кăçал «Клевер» сахал яваплă общество йышăннă.
Ырă йăлана кĕнĕ мероприятире «Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çур акине мĕнле хатĕрленнин смотрĕн тата 2026 çулхи 1-мĕш кварталти выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем» ыйтăва тишкернĕ. Пухăннисем малтанах çурхи ĕçсене хутшăнакан техникăпа, агрегатсемпе паллашнă. Ку тĕлĕшпе хуçалăх ертỹçи Алексей Емельянов каласа-кăтартса панинчен çакă курăнать: «Клеверта» пĕтĕм техника юсавлă, çур акине паян тесен паян тухма хатĕр.
Канашлура çỹлерех асăннă ыйтупа округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Горшкова сăмах илнĕ. Мартăн 27-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 3-мĕшĕччен, палăртса хăвармалла, вăл ертсе пынă ятарлă комисси округри кашни хуçалăхра пулса çурхи уйри операцисене хутшăнакан техникăна тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмпе 309 трактора шута илнĕ, вĕсенчен 300-ĕшĕ юсавлă. Акана 284-шĕ хутшăнать. Çавăн пекех 100 автомашина, 17 акакан комплекс, 98 сеялка, 110 культиватор шута илнĕ. Вĕсем пурте ĕçе хатĕр. Машинăпа трактор паркне çĕнетессипе те ĕç-пуç аван: паянхи кун тĕлне 70,4 миллион тенкĕлĕх 8 единица техника туяннă.
Кĕр тыррисен лаптăкĕ 4555 гектарпа танлашать, вĕсенчен 97,8 проценчĕ лайăх, 2,2 проценчĕ вăтам хĕл каçма пултарнă. Çывăх вăхăтра пĕтĕмпе 39274,6 гектар çинче пурнăçламалла ĕçсене, вăл шутран тĕш тырă культурисен лаптăкĕ — 23308 гектар.
Хуçалăхсене 3925 тонна тырă вăрлăхĕ кирлĕ пулсан, ăна 5128 тонна хывнă, 130 проценчĕ ака кондицине ларнă. Унсăр пуçне 340 тонна пахалăхлă вăрлăх туяннă, ку вăл пĕтĕмĕшле вăрлăх виçин 8 проценчĕ пулать.
Минераллă удобрени хатĕрлесси 103 процента (5164 тонна) çитнĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем — 136 процент (873 тонна).
Çав хушăрах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру çăмăлах мар. Пĕрремĕш кварталта округри пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче 490 тонна аш-какай туса илнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсен 70 проценчĕ кăна. Уйрăммăн илсен, ял хуçалăх предприятийĕсем 12 процент, фермерсем 90 процент, уйрăм хушма хуçалăхсем 48 процент чакарнă.
Сĕт сăвăмĕнче те мухтав юрри юрлама сăлтав çук. Пĕрлешỹллĕ ĕç коллективĕсен кăтартăвĕ 1 процент ỹснĕ, Х(Ф)Хсен 11 процент, кил-хуçалăхсенче 19 процент чакнă.
Мăйракаллă шултăра выльăх юлашки тапхăрта хисепрен тухса пынăн туйăнать. Çакна каялла чакнин палли çирĕплетет: виçĕ категорин пĕрлехи проценчĕ 47.
Ĕç укçи — хавхалану çăл куçĕ. Кăçалхи икĕ уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче шалу фончĕ 55 млн та 633 пин тенкĕпе шайлашнă, 2025 çулхинчен 7 млн та 980 пин тенкĕ пысăкрах е 117 процент. Ĕçлекенĕн вăтам ĕç укçи — 50 пин те 392 тенкĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 7 пин те 616 тенкĕ (118 процент) пысăкрах.
Ку çул ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ объектсене юсас, тăвас тĕлĕшпе 141 млн тенкĕлĕх 8 проект пăхса хăварнă.
Канашлура округ администрацийĕн ĕç хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Ирина Аникина производствăра сусăрланассине, чирлессине чакарас тĕллевпе асăрхаттару мерисем йышăнасси, ветстанци начальникĕ Денис Баймушкин выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче профилактика мероприятийĕсем йĕркелесси, округри пушар тĕрĕслевĕн патшалăхăн тĕп инспекторĕ Сергей Сардаев ял хуçалăх тытăмĕнчи пĕрлешỹсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен тухса калаçнă.
Пĕлтерĕшлĕ канашлу ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ. Вăл ака кампанине кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа тата кăлтăксăр ирттерсе ямаллине палăртнă.
(Хамăр корр.).

