Ял хуçалăх организацийĕсенче техникăна, агрегатсене çур акине хатĕрлес кампани пырать. Çавна май вăл ĕç те, ун хыççăнхи хĕрỹ тапхăр та хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мала кăларать.
Раççей Федерацийĕн Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви 2020 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчи 746н номерлĕ приказпа килĕшỹллĕн ял хуçалăхĕнчи ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕплетнĕ.
Ĕç сыхлавне йĕркелесси, ĕç вырăнĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси питĕ пысăк яваплăх ыйтать. Кунта «нимĕн те пулмасть», «темех мар» евĕрлĕ айванла шухăшсем вырăнсăр. Инкек куçа курăнса килменнине пĕлетпĕр. Елчĕк тăрăхĕнче утă çи тата вырма вăхăчĕсенче çынсем ĕмĕрлĕхе суранланса юлнă е вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Çавна май кашни ял хуçалăх организацийĕнче ĕç сыхлавĕн требованийĕсене пăхăнса, çак ĕçе йĕркелесе пыракан ятарласа вĕреннĕ çын кирлĕ. Аллă çын ытлаллă коллективра вара штатра тăракан специалист пулмалла.
Ĕç сыхлавĕн представителĕ водительсемпе механизаторсен тата ытти категорири ĕçченсен вĕренĕвне йĕркелемелле, тĕрлĕ ĕç пурнăçлас умĕн инструктаж ирттермелле, 1-мĕш медицина пулăшăвĕ памалли правилăсене вĕрентмелле, должность инструкцийĕсене те «аса илтермелле»…
Ĕç сыхлавĕн патшалăх нормативлă требованийĕсене уямасан РФ Административлă кодексĕн 5.27.1 статйипе айăплама пултараççĕ.

