Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ рейдра

Черетлĕ рейдра

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем тăтăшах халăх хушшинче пулса профилактика мероприятийĕсене ирттерессине тĕпе хураççĕ.

Александр Сайкин тĕп инспектор, пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев, çавăн пекех район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин черетлĕ тĕл пулусене Лаш Таяпа ял тăрăхĕпе çыхăнтарнă. Администраци специалисчĕсемпе тата активпа пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ май çак тĕллевпех вĕсем Шăмалак, Яманчÿрел ялĕсенчи уйрăм хуçалăхсенче пулса электричество пралукĕсене, мунча кăмакисене тĕрĕсленĕ. Кил хуçисемпе уçă калаçу йĕркеленĕ, памяткăсемпе, брошюрăсемпе тивĕçтернĕ.

Профилактика рейдне хутшăннисем ял çыннисене типĕ курăка çунтарма юраманни пирки çирĕп асăрхаттарнă.

/Хамăр корр./

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code