Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрмансене упрасси

Вăрмансене упрасси

Чăваш Республикинче 2019 çултан пуçласа федерацин «Экологи» проектне кĕрекен «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проекчĕ пурнăçланать.

Унпа килĕшÿллĕн, маларах каснă е хăрнă йывăçсен мĕн пур лаптăкне симĕслентерессине 2024 çул тĕлне вĕçлемелле.

«Шупашкар вăрманлăхĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕ Василий Богданов палăртнă тăрăх, 2011 çултан тытăнса иртнĕ çул вĕçлениччен вут-çулăм кĕллентернĕ 6 пин гектар вăрман тăрăхне çĕнетнĕ.

Министерствăна пăхăнса ĕçлекен бюджет учрежденийĕсем 2019 çулта регион проектне пурнăçа кĕртсе каснă е хăрнă йывăçсем йышăннă 709 гектара вăрман фондне тавăрассишĕн пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Вăрман культурисене кăçал лартса хăварма 459,6 гектар çĕр лаптăкĕ, 6 миллион тĕп хунав, каснă е хăрнă йывăçсен лаптăкĕсене симĕслентерме 147,6 килограмм вăрлăх хатĕрленĕ.

«Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçлама кăçал 58,7 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Унăн пĕр пайне вăрманта вут-çулăмпа кĕрешмелли техника туянма явăçтараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code