Сăвăсран асăрханмалла
Çак хурт-кăпшанкă тăпрара, курăк çинче чĕр чунсем тата вĕçен кайăксен йăвисенче пурăнать. Апрель-октябрь уйăхĕсенче унăн хастарлăхĕ уйрăмах ỹсет. Раççейре çулсеренех 5-6 пин çын сăвăс энцефаличĕпе чирлет, вĕсенчен 2 проценчĕ вилет. Унсăр пуçне асăннă хурт-кăпшанкă çак чирсене пуçарать: сăвăс тифĕ, туляреми, эрлихиоз, бабиоз, Лайм чирĕ, юнлă сив чир тата ытти те. Чăваш
Подробнее