Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 18)

«Агро-100» клуб йышĕнче

2021 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăра ял хуçалăхĕнчи ĕçсене чи лайăх йĕркелесе пыракан предприятисемпе организацисене - "Агро-100" клуб йышне кĕме тивĕçлисене палăртнă. Çак йышра, паллах, Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем те пур. Призлă вырăнсене палăртнă чухне ял хуçалăх предприятийĕсенчи 4 тĕп кăтартăва - вĕсенче усă куракан çĕр лаптăкĕсене, çулталăкри активсен баланс

Подробнее

Сенаж хываççĕ

"Победа" ОООри механизаторсем пĕтĕм вăйне сенаж хывас ĕçе панă. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен çак вăхăтчен вĕсем 3000 тонна ытла хатĕрленĕ, ĕне выльăха хĕл каçарма вара вăл 6000 тоннăран кая мар кирлĕ. - Сенаж пахалăхĕ ытти çулсенчи пекех лайăх пуласса шанатпăр. Мĕншĕн тесен нумай çул ỹсекен курăк папки çурăлма

Подробнее

Хĕрỹ ĕçре

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул ỹсекен курăксене çулма тытăннă. Унăн лаптăкĕ 369 гектар йышăнать. Çанталăк условийĕ кăларса тăратнă лару-тăрура кăçал курăк та каярах ĕлкĕрнĕ. Апла пулин те выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма пахалăхлă утă-сенажа ытти çулсенчи пекех кирлĕ таран хатĕрлесе хăварма пултарасса Виктор Цыганов тĕп агроном пĕрре те иккĕленмест. Сăн ỹкерчĕкре:

Подробнее

Çĕр çынни пысăк ĕç пуçланă — алли çăмăл пултăр!

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илсех пыраççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 5-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 4883 гектар (24 процент) акнă. Уйрăммăн калас пулсан, çак вăхăт тĕлне çуртрисене "Сатурн" ЯХПКра - 59, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра - 54, "Яманчурино"

Подробнее

Акана тухрĕç: пĕрчĕрен пин пултăр!

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем районта чи малтан - апрелĕн 23-мĕшĕнче çурхи культурăсене акма тытăннă. - Çанталăк условийĕсене кура кăçал акана каярах юлса тухрăмăр, иртнĕ çул хире апрелĕн 18-мĕшĕнче тухнăччĕ. Çакă пĕр енчен илсен, лайăх та. Мĕншĕн тесен çуркунне пуçланнăранпа темиçе хутчен те çуллахи пек ăшă çумăр çуни çĕре

Подробнее

Район уй-хирĕсенче

Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 685 гектар (3 процент) акнă. Пĕр çул ỹсекен курăксене 35 гектар, нумай çул ỹсекен курăксене 60 гектар акнă. 196 гектар (6 процент) кĕр тыррисен, 3102 гектар (40 процент) нумай çул ỹсекен курăксен, 5075 гектар (18 процент) кĕрхи çĕртме лаптăкĕсенче нỹрĕк

Подробнее

Çĕр ĕçченĕ пĕлет: ăна уй-хир кĕтет

Районти аграрисем - ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, инженерипе агрономи службисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ака умĕн кашни çул пĕрле пухăнса йĕркелекен анлă канашлу хальхинче "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн никĕсĕ çинче иртнĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тухса

Подробнее

Ĕç пуçланчĕ…

Районти ял хуçалăх организацийĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрĕ старт илчĕ - кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе апатлантарма тытăнчĕç. Пурĕ 3350 гектар йышăнакан кĕрхи культурăсене апатлантарма 17 агрегат хутшăнать. Пĕр агрегата 192 гектар ĕç калăпăшĕ тивĕçет. Унсăр пуçне, нумай çул ỹсекен курăксене те шутлă кунсенче 3000 гектар çинче минераллă удобренисемпе апатлантарма ĕлкĕрмелле.

Подробнее

Шанчăклăх — юсавлă техникăра

Хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан инспекци уй-хирти çурхи ĕçсене хутшăнакан тракторсемпе прицепсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе тимлет. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тракторсемпе прицепсене юсавлă тытасси, патшалăх енчен регистрацилесси, киввисене шутран кăларасси тĕп вырăнта. Кашни техника хатĕрне тĕрĕслев витĕр кăларас умĕн регистраци докуменчĕсене йĕркене кĕртмелле. Машинăсем çинче авари палли,

Подробнее

Вăй хурса ĕçлеме хистет

Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессин ăсталăхне çирĕп алла илнĕ "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕнчен Юрий Викентьевран хуçалăхра черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленни тата хальхи вăхăтра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланакан патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курни çинчен каласа пама ыйтрăмăр. Республикăри аграрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. Унсăрăн, чăнах, паян ял çыннине çăмăл мар. Мĕншĕн

Подробнее