Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Агро-100» клуб йышĕнче

«Агро-100» клуб йышĕнче

2021 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăра ял хуçалăхĕнчи ĕçсене чи лайăх йĕркелесе пыракан предприятисемпе организацисене — «Агро-100» клуб йышне кĕме тивĕçлисене палăртнă. Çак йышра, паллах, Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем те пур.

Призлă вырăнсене палăртнă чухне ял хуçалăх предприятийĕсенчи 4 тĕп кăтартăва — вĕсенче усă куракан çĕр лаптăкĕсене, çулталăкри активсен баланс хакĕсене, продукцие сутнинчен укçа-тенкĕ пырса кĕнине, таса тупăш пайĕ мĕн чухлĕ пулнине, унпа пĕрлех, 100 гектар çĕр пуçне, çулталăкри активсен баланс хакĕнчен кашни 100 тенкĕ пуçне, çулталăкра вăтамран пĕр ĕçлекен çын пуçне (ĕç тухăçлăхĕ) укçа-тенкĕ пырса кĕнине тата ял хуçалăх продукцийĕсене сутнин рентабельлĕхне, ĕçлекенсен пĕр уйăхри вăтам шалăвĕ мĕн чухлĕ пулнине шута илнĕ.

Списокри 100 лайăх ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче «АСК-Яльчики» ООО (ĕç тăвакан директорĕ — Юрий Галкин) 6-мĕш вырăнта. «Победа» ООО (Николай Головин) — 21-мĕш, «Комбайн» ЯХПК (Гурий Федоров) — 25-мĕш вырăнсенче.

«Рассвет» ЯХПК (Юрий Мясников), «Эмметево» ООО (Юрий Лапшин), Ленин ячĕллĕ ЯХПК (Валерий Падуев) варринчен çỹлерех вырăнсене йышăннă.

«Агро-100» клуб йышне çавăн пекех «Энтепе» ООО (Андрей Васильев), «Сатурн» ЯХПК (Юрий Викентьев), «Прогресс» АХО (Петр Скворцов), «Яманчурино» ООО (Владимир Рахмуллин) тата «Труд» ЯХПК (Валерий Германов) кĕнĕ.

Аграри предприятийĕсене сертификатсем парса чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code