Воскресенье, Июнь 24, 2018
Главная > асамут

Амăшĕн канашĕ пулăшрĕ

"Пурнăçри ỹкерчĕксем" ярăмран Хваттерте пĕчченех ларакан Татьяна шухăшлăн кантăкран пăхать. Юр çунă саманта пĕчĕкренех кăмăллать вăл. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек тỹперен тăкăннине сăнанă май иртнĕ пурнăçа майĕпен-майĕпен куç умне кăларса тăратрĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ хĕр пăхса ỹстерчĕç вĕсем, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларма пултарчĕç. Тĕпренчĕкĕсем çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне мăнуксемпе савăнтараççĕ.

Подробнее

Юратури виç кĕтеслĕх

Пăрахут маларах тапранса кайнă 1418 кун тăсăлнă Аттелĕхĕн Аслă вăрçи кашни çемьене пырса тивнĕ, çĕр-шыври 27 миллион ытла çын пурнăçне, малашлăхри ĕмĕт-тĕллеве татнă, таса туйăмсене таптанă. Елчĕк районне кĕрекен Энтепе ялĕнче çуралса ỹснĕ Иван Кушниковăн хăйне евĕрлĕ шăпи пирки пĕр кĕнеке çырма пулать. Çак истори, тен, яланлăх вăрттăнлăхра юлатчĕ пулĕ, çапах

Подробнее

Телее тавăратăпах (Калав)

 "Пурнăçри ỹкерчĕксем" ярăмран "Иртенпех канăçсăрланчĕ Валера. Арăмĕ япалисене пуçтарса тухса кайнăранпа шăп çур çул çитрĕ паян. Вутсăрах çунакан чĕрине ниепле те йăпатаймăн. Пỹлĕмре пур кĕтес те ют. Пỹртре çеç мар, чунра та пушă. Арăмĕпе юнашар ларса ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕк арçыннăн куçĕ тĕлне пулчĕ. Ăна асăрханса тытрĕ, чĕри çумне пăчăртарĕ. Хăлхинче арăмĕ юлашкинчен

Подробнее

Асап куççỹлĕ тăварлă (Калав)

"Пурнăçри ỹкерчĕксем" ярăмран Пурнăç кустăрми пĕр тикĕс кусмасть. Çыннăн шăпи те тĕрлĕрен. Хăв суйланă пурнăç çулĕпе утма ĕмĕтленетĕн, çапах та чылай чухне тỹрĕ çулах темиçе пая пайланса кукăрланса кайма, яка çĕртенех муклашкапа та тумхахпа тулма пултарать. Çичĕ ачаллă çемьере ỹсрĕ Варук. Ашшĕ водительте, амăшĕ зоотехникра вăй хуратчĕ. Пĕринчен тепри тăрăшуллă ачисене ашшĕ-амăшĕ

Подробнее

Амăшĕн чунĕ

Тимĕр алăка уçрĕç те сарлака та тĕреклĕ йĕкĕте шала тĕртсе кĕртрĕç. Сăмсана кăвакăш шăрши çапрĕ. Çапла пĕр вырăнтан хускалмасăр нумайччĕн тăчĕ каччă. Хăй пысăк инкеке лекнине ăнланса илчĕ. Умра - пĕревĕрлĕх, хаярлăхпа кичемлĕх, ирĕксĕрлĕх... Пурнăç... Ытла кăра та шелсĕр эсĕ. Йĕркесĕрлĕх хуçаланни чуна кăшлать. Нивушлĕ ырăлăхпа тĕрĕслĕх çĕнтереймĕç усаллăхпа тĕрĕсмарлăха? "Айăплă

Подробнее

Икĕ енлĕ ултав (Калав)

"Пурнăçри ỹкерчĕксем" ярăмран  - Ан çун-ха ĕнтĕ, хĕрĕм, ун пекех. Авланнă - авлантăр. Турă пỹрмен ĕнтĕ эппин сире пĕрле пулма. - Мĕнле-ха çунас мар-ха ĕнтĕ? Пĕрле пулăпăр тесе шантарсах пурăнчĕ те. Халăх умĕнче уççăнах çỹреме пуçларăмăр юлашки вăхăтра. Хамăн тантăшăмах качча илчĕ вĕт-ха тата. Йывăр çын пулнă тет Альтук. Манпа çỹренĕ хушăрах

Подробнее

Турă панине упрамасан (шăпа)

 Час-часах çул çỹревре пулнăран тĕрлĕ çынпа паллашма тивет. Пĕринче Шупашакара кайнă чух автобусра 45-46 çулсенчи çамрăк хĕрарăмпа юнашар ларма тỹр килчĕ. Хаçатра ĕçленине пĕлсен çакскер манпа чунне уçса калаçма кăмăл турĕ. Хăйĕн ăнман пурнăçĕ пирки ют çынна каласа парас килчĕ ахăр унăн. - Çыр-ха ман çинчен статья, тархасшăн, эпĕ тунă

Подробнее

Шаннă йăвара кайăк пулмасан…

 Сехет йĕпписем пĕр вĕçĕмсĕр шаккаççĕ. Вăхăт тăхтавсăр васкать. Сехет, кун, эрне, уйăх, çул - ĕмĕр те çаплах иртсе каять. Натиш 55 çула çитрĕ. Тивĕçлĕ канура вăл халĕ. Кунĕпе, çĕрĕпе пĕччен. Хăш чухне ыйхă вĕçнĕрен çĕрле тăрса кăштăртатса çỹрет, канăç тупаймасăр чỹрече умне пырса тăрать. Качча тухса пỹрт тулли ача çитĕнтернĕ

Подробнее

Асаплă çухату (пурнăçри ỹкерчĕксем) 

Мĕншĕн çапла килсе тухрĕ? Çак ыйтупа асапланчĕ Инга. Икĕ аллипе пуçне тытса пĕтĕм кĕлеткипе пусăрăнса, куçĕсемпе пĕр вырăна тĕллесе вăрахчен ларчĕ хĕр. Юлашки кунсенче ыррăн çывăрманран куçĕсем шала путса кĕнĕ. Чĕри çулăмсăр вутпа çуннăран сывлăшĕ вĕри тухрĕ. Ĕнер чи çывăх та хаклă çыннине - амăшне пытарчĕç вĕсем. Мĕн пĕчĕкрен амăшĕ

Подробнее

Шăпа пĕрлештернĕ мăшăр

 Икĕ хĕрĕ шкултан, мăшăрĕ ĕçрен килнĕ çĕре апат хатĕрлес тесе ăшталанчĕ Валерия. Çемье юратакан купăстапа какай кукăлĕ, духовкăра пĕçернĕ хур тутлă шăршă кăларчĕç. Ĕçрен черетлĕ отпуск илнĕскер кун каçа чылай ĕç туса ĕлкĕрет хĕрарăм. Хăш та пĕрисем отпуск вăхăтĕнче путевкăсем туянса Хура тинĕс хĕррине кайма ĕмĕтленеççĕ пулсан, Валерийăн кану вăхăтне

Подробнее