Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > матьиотец

Сумлă атте-анне

Авалхи çынсемшĕн суйласа илнĕ мăшăр ĕмĕрлĕх шутланнă. Уйрăлса кайса çемйине сыхласа хăварайман мăшăрсем сайра-хутра кăна пулма пултарнă. Ваттисем: "Пуç сырсан - пуç шуратмалла", _ тени çамрăксемшĕн саккун пулнă. Çакна асра тытса пуçĕсене шуратнă мăшăрсем Аслă Пăла Тимешĕнче те чылаййăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри Емельяновсен çемйи. Версалий Васильевичпа Юлия Терентьевна кăçалхи çĕртме

Подробнее

Çирĕп çемьере телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ

Иртнĕ эрнекун Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Конкурсăн малтанхи тапхăрĕ районсенче иртнĕ, "Çулталăкри чи лайăх çемье" номинацире 28 çемье çĕнтернĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем хутшăннă. - Çирĕп çемье кашни çыншăнах пурнăçра чи пысăк

Подробнее

Наци стратегийĕ — ачасене хỹтĕлесси, тимлĕх уйăрасси

Чăваш Ен Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕсене ырласа йышăнчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пĕлтернĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа вĕçленет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв демографи политикине лайăхлатас тĕллевпе ултă çул-йĕр палăртрĕ. Чăваш Ен ертỹçисем Президент каланисене хавхаланса йышăннипе пĕрлех ăна хăйсен хушăвĕсемпе те пуянлатрĕç. Ашшĕ-амăшне, паллах, ачана пăхса çитĕнтерес, воспитани,

Подробнее

Студент чухне паллашнă та…

Кашни ялтах çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесем пур. Пултаруллă, общество пурнăçĕнче хастар, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса, вĕрентсе анлă пурнăç çулĕ çине кăларакан ашшĕ-амăшĕ çинчен эпир паллаштарсах тăратпăр. Нумаях пулмасть кăçалхи "Çулталăкри çемье" районти конкурс çĕнтерỹçисемпе тĕл пулма тỹр килчĕ. Кивĕ Эйпеçри Нил Петровичпа Татьяна Федоровна Сусметовсем 27 çул пурнăçăн анлă

Подробнее

Çамрăк çемьесене чысланă

Календарьти чи илемлĕ те ăшă уявсенчен пĕрне - Амăшĕн кунне районта анлă паллă тунă. Районта нумай ачаллă 292 çемье пурăнать, вĕсенче 975 ача çитĕнет. Кăçал кăна 28 çемье нумай ачаллисен йышне кĕнĕ. Çемьене пĕчĕк кайăк вĕçсе килни калама çук пысăк телей. Ача çуралнине уявланин йăли-йĕркине Лаш Таяпари фольклор ушкăнĕ питĕ витĕмлĕ

Подробнее

«Атте-анне пиллĕхĕ вутра та çунмасть,

шывра та путмасть", - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене тỹрре кăларакан çемьесем чăннипех те телейлĕ. Çемьери килĕшỹ, тату пурнăç вара ытларах хамăртан килет. Районти ЗАГС пайĕнче анлă пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса, çур ĕмĕр е ытларах та пĕрле килĕштерсе утакан мăшăрсене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. ЗАГС пайĕн ертỹçи Надежда Баймушкина кашнийĕнчех ял-йышра

Подробнее

Нумай пурăн эс пире савăнтарса…

89 çулпа пыракан Зинаида Капитоновна алăк чĕриклетнине илтнĕрен майĕпен вырăн çинчен тăрса ларчĕ. - Ара, кỹршĕ Таня тин çеç каçса килнĕччĕ, мĕн те пулин манса кайрĕ пулĕ, - вĕлтлетрĕ хĕрарăмăн пуçĕнче çавра çил пек шухăш. Çу кунĕсенче хулара тăрас килменрен вăл тăван килне кайма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Ачисем куллен кунта тăрайманран, Татьяна

Подробнее

Анне юратăвĕ, ăшши…

Амăшĕ кăна ачана чăнласах юратать, ăна хăйĕн ăшшине, ачашлăхне, ырăлăхне парнелет, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать. Анне юратăвĕпе ăс-хакăлĕ, ырă кăмăллăхĕ ачисемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех тĕрек пулса тăрать. Вăл тĕпренчĕкĕсене йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, çитĕнỹсем тума пулăшать. Уяв умĕн Чăвашстат специалисчĕсем Чăваш Енри амăшĕсем пирки ятарлă кăтартусем хатĕрленĕ. Чăваш Республикинче 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ

Подробнее

Чи хаклă çын

Анне - мĕнле çепĕç те ырă сăмах. Çак сăмахпа кашни çын хăйĕн амăшне юратса тата хисеплесе чĕнет. Мĕн тери телейлĕ-ха эпир аннен ăшшине туйнăран. Манăн анне - Надежда Мешкова. Вăл мана ăнланакан, маншăн тăрăшакан çĕр çинчи чи ырă та лайăх çын. Кашни ир пире хăйĕн çепĕç сассипе тутлă ыйхăран вăратать,

Подробнее

О главном человеке в судьбе каждого

Нет ничего святее и бескорыстнее любви матери... В.Г. Белинский (1811-1848), русский литературный критик. В России ежегодно в последнее воскресенье ноября отмечается самый теплый, семейный праздник – День матери. Только мама по-настоящему любит ребенка, окружает вниманием и заботой, дарит тепло, искренне радуется достижениям. Материнская любовь, мудрость и доброта – надежная опора на жизненном пути,

Подробнее