Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > ягражданин

Ĕмĕрĕпех яваплă ĕçре

Ырă та уçă кăмăллă, тарават çынсемпе тĕл пулатăн та, калаçнă май вăхăт иртнине те сисместĕн – чуна тыткăнлакан калаçуран уйрăлас килменнине анчах туятăн. Çак кунсенче Исемпел ялĕнче çуралса ÿссе районта чылай çул яваплă должноçсенче ĕçленĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ Александр Евменьевич Евтихеев патĕнче пулма

Подробнее

Çар ветеранĕ историе тĕпчет

Елчĕк тăрăхĕ сахал мар çар çыннине çитĕнтернĕ. Вĕсем пирки эпир хаçатра час-часах çыратпăр. Ку кăларăмра вулакана Исемпелĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан отставкăри полковникран Виталий Яковлевич Ильинран илнĕ интервьюпа паллашма сĕнетпĕр. Ентешĕмĕр «Çар ĕçĕнче палăрнăшăн» орден, «Çар службинче палăрнăшăн» медаль кавалерĕ, тата ытти наградăна илме тивĕç пулнă. – Виталий Яковлевич, çар

Подробнее

Ырă ячĕ халăхра

Вăрçă çулĕсем никамшăн та çăмăл килмен. Кашни çемьене пырса тивнĕ вĕсем. Вырăскассинче çуралса ÿснĕ Ф.Медведев çар ретне 1930-мĕш çулсенче тăнă. Çамрăкранах çÿллĕ те тĕреклĕ пулнипе палăрнă вăл. Шăпа ăна республикăри 200 çамрăкпа пĕрле Белоруссинчи çар округне илсе çитернĕ. Çирĕп сывлăхлă та тавçăруллă чăваш йĕкĕтне кунта тÿрех асăрханă, полк шкулне вĕренме янă. 6

Подробнее

Аннене

/Тыл ĕçченне – Елизавета Васильевна Ивановăна халалласа/ Хыçала халь тăрса юлчĕç Пурнăç çулĕн кунĕсем. Асăма кăна килеççĕ Иртнĕ кунăн çутисем. Нушине эпир курман-ха, Тен, пĕлместпĕр ун çинчен. Малашне пулассине те Тĕшмĕртместпĕр халĕччен. Эс, анне, нумай-çке курнă, Хăвăн ĕмĕр тăршшĕнче. Хуйхине те, суйхине те, Нушине те ун чухне. Эс, анне, çуралса ÿснĕ Питĕ йывăр вăхăтра, Хĕр çулне çитсессĕн эсĕ Кайнă вăрçă пуçланса. Арçынпа пĕр тан ĕçленĕ Эсир çавă вăхăтра. Эх,

Подробнее

Тăван яла манмасть

Шупашкарти физикăпа математика предмечĕсене тарăннăн вĕрентекен шкултан ялти çамрăксем тĕрлĕ çулсенче йышлăн вĕренсе тухнине пĕлетĕп. Вĕсем пурте ăна пĕтернĕ хыççăн çĕршыври, тĕпрен илсен Мускаври аслă шкулсенче пĕлÿ пухнă. Асăннă шкулта пĕлÿ пухнисенчен пĕри – Валерий Сергеевич Муллин. Вăл Тĕмер ялĕнче 1960 çулта çуралнă. Валерий шкул хыççăн çĕршывăн тĕп хулинчи строительство инженерĕсем хатĕрлекен

Подробнее

Паллă спортсмен, тренер

Тĕмерти Петр Федоровичпа Раиса Германовна 5 ывăлпа 1 хĕр çуратса ÿстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Федоровсен ачисем спортпа туслă. Çемьери виççĕмĕш ывăл Алексей Петрович Федоров, спортра пысăк çитĕнÿ тунă. Вăл 1965 çулта çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Унтах велосипед спорчĕпе туслашнă, пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнă.

Подробнее

Çĕршыв тата йĕркелĕх хуралĕнче

Çĕршыва сыхласси, унăн тăнăçлăхĕшĕн кар тăрасси – пархатарлă тивĕç. Тĕмер ялĕнчен Афган тата Чечен вăрçисене, ытти регионти «хĕрÿ точкăсенчи» хирĕç тăрусене хутшăннă çамрăксем йышлă. Афганистанри 8 çула пынă вăрçă вучĕ витĕр Тĕмертен 8 çамрăк тухнă. Вĕсенчен пĕри – Вячеслав Александрович Павлов /1962 çулта çуралнă/. Вăл Афганистан правительстви ыйтнипе ют çĕршывра интернационалла

Подробнее

Аттен шлемне тăхăнаттăмччĕ

Ырă кун пултăр, «Елчĕк ен» редакцин хисеплĕ ĕçченĕсем! Сирĕн хаçата эпĕ юратса вулатăп. Мана уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем пирки хыпарлакан статьясем килĕшеççĕ. «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» проектри хайлавсемпе паллашса пынă май манăн та хамăн атте пирки çырса пĕлтерес, чунрине хаçат урлă уçса парас шухăш çуралчĕ. Иван Михайлович Удалов 1924

Подробнее

Чăн-чăн арçын профессийĕ

Çĕршыв хăрушсăрлăхĕ – çар çыннин аллинче. Елчĕк каччи Антон Демьянов яваплă професси суйланă. Вăл Мускаври çар училищин курсанчĕ. Çар енĕпе каяс тесен çирĕп сывлăхлă пулмалла, хул-çурăма аталантармалла. Антон пĕчĕкренех спортпа туслă. Ашшĕ, физкультура учителĕнче вăй хураканскер, ывăлне 2-мĕш класра вĕреннĕ чухнех йывăр атлетика тата ирĕклĕ майпа кĕрешес меслетсемпе паллаштарнă. Кăшт вăхăт

Подробнее

Тăван ялта паян... /Олимпий Алексеевич Сазонова/ Çулталăкра пĕрре кăна Çакать вăл орденĕсене, Вĕри куççулĕ тăкăнать Аса илсессĕн иртнине. Тăван ялта паян Пĕртен-пĕр ветеран, Пĕртен-пĕр ветеран, Пуçна тайсам ăна курсан. Умне çурта çутса лартать, Курка тытать те аллине – Ятран пурне те асăнать Пуç хунă тантăшĕсене. Тăван ялта паян... Салтак юрри юрла-юрла Вăрçа ăсанчĕç çамрăкла, Çав вăрçăран çурри ытла Килмерĕ каялла яла. Тăван ялта паян... Хисеплĕ, сумлă ветеран, Унтан асли те çук

Подробнее