Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕрĕпех яваплă ĕçре

Ĕмĕрĕпех яваплă ĕçре

Александр Евтихеев

Ырă та уçă кăмăллă, тарават çынсемпе тĕл пулатăн та, калаçнă май вăхăт иртнине те сисместĕн – чуна тыткăнлакан калаçуран уйрăлас килменнине анчах туятăн. Çак кунсенче Исемпел ялĕнче çуралса ÿссе районта чылай çул яваплă должноçсенче ĕçленĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ Александр Евменьевич Евтихеев патĕнче пулма тÿр килчĕ.

Мăшăр – Александр Евменьевичпа Маргарита Дмитриевна мана ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хăйĕн çемйипе, пурнăç çулĕпе тата ĕç биографийĕпе паллаштарма ыйтсан ентешĕмĕр хаваспах килĕшрĕ. Александр Евмений Евтихеевичпа Анна Фадеевна Евтихеевсен çемйинче кун çути курнă. Çемьери 10 ачаран чи кĕçĕнни пулнă вăл. Евтихеевсен йăхĕнче вĕренсе тарăн пĕлÿ илесси, обществăшăн тата патшалăхшăн усăллă çынсем пуласси çине йăхран-йăха пысăк тимлĕх уйăрнă. Аслашшĕ – Евтихий Дементиевич ура çинче çирĕп тăнă, арман тытнă. Ялти активистсенчен пĕри пулнăскер чиркÿ хорне ертсе пынă.

– Атте Кивĕ Эйпеçре 40 çула яхăн пачăшкăра ĕçленĕ Алексей Рекеев патĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн Теччĕри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Пĕр хушă Çĕнĕ Пăвара, Тип Тимешре, Каркаларта, Элекçей Тимешре вĕрентекенре тăрăшнă. Каярах А.Рекеев сĕннипе вăл Хусанти тĕн семинарийĕнче пĕлÿ илсе ялти чиркÿре ĕçлеме тытăнать. Пĕринче аттене Алексей Васильевич хăй патне чĕнтерет те çапла сĕнет: «Айтăр, Евмений, Энтепе ялĕнче шкул уçар…». Çапла вара вĕсем тăрăшнипе çак ялта шкул хута каять, унти вĕренÿ ĕçне атте йĕркелесе пырать. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче аттене священник санне параççĕ, вара вăл Комсомольски районĕнчи Чурачăк ялĕн чиркĕвĕн настоятелĕнче ĕçлет, – каласа парать Александр Евменьевич.

Евмений Евтихеев Комсомольски районĕнчи Турхан /халĕ çак ял çук, ăна Хирти Мăнтăр ялĕпе пĕрлештернĕ/ хĕрĕпе Анна Фадеевнăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Фадеевсен ашшĕ-амăшĕ те ачисене вĕрентес тесе çуннă. Анна Теччĕ уесĕнчи Сумароково ялĕнчи гимназин выпускници пулнă. Унпа пĕр тăван Анастасия Фадеева республикăри паллă педиатр тухтăр пулнă, медицина наукисен кандидачĕ.

Евтихеевсен туслă çемйинче чи малтанах 1910 çулта Минадора кун çути курнă. Вăл Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ, шкул хыççăн юридици пĕлĕвĕ илсе Мускавра суд тытăмĕнче ĕçленĕ. Фаина çут тĕнчене 1911 çулта килнĕ, шкул хыççăн Хусанти педтехникумран вĕренсе тухсан /унта Петр Хусанкай поэтпа пĕрле вĕреннĕ/ Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнчи шкулта ĕçленĕ, кунтах качча тухнă. Ангелина 1913 çулта çуралнă, тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. 1915 çулта çуралнă Антонинăн пурнăçĕ вăрçăра татăлнă. Унăн паттăрлăхĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти фельдшерсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ, тĕп хуларах ÿт-тир диспансерĕнче медсестра пулса тăрăшнă. Вăл тимлĕ, ырă та сисĕмлĕ пулнипе уйрăлса тăнă. Каярах Чулхулара çар фельдшерĕсен курсне пĕтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах вăрçа хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Вĕсен медицинăпа санитари батальонĕ Тула облаçĕнчи Ясная Полянăра тăнă. 1941 çулхи кĕркунне Мускав çывăхĕнче хаяр çапăçусем пынă, медсанбат нимĕçсен аллине лекнĕ. Фашистсем медсанбатри аманнă салтаксемпе пĕрле çар фельдшерне Тоньăна та персе вĕлернĕ. Унăн тăванĕсене çакăн пирки Л.Н.Толстой хуçалăхĕнче ĕçленĕ Аграфена Капустина çырса пĕлтернĕ: «Пытарма пуçласан вилнисен хушшинче офицер тумĕллĕ çамрăк хĕрĕн виллине те асăрхарăмăр. Урисем пушмаксăр, сенкер нускипе анчахчĕ вăл. Юнашар паспорчĕ тата хутсем сапаланса выртнăран сирĕн адреса тупрăм. Тоня сывă пекех выртни, вăл фашистсем тыткăна хăваласа кайнă хĕрĕме аса илтерни куç умĕнчен каймасть. Ăна улма йывăççисен пахчинче уйрăм пытарчĕç…». Вăрçă хыççăн Тоньăн вил тăприне Тула облаçĕнчи Первомайск поселокĕнчи тăванла çар масарне куçарса çĕнĕрен пытарнă. Антонина Евтихеева ятне Шупашкарти ÿт-тир диспансерĕнчи асăну хăмине кĕртнĕ, Евтихеевсем çулсерен майăн 9-мĕшĕнче унта пулса тăванне асăнаççĕ.

Евмений тата Анна Евтихеевсем Минадора хĕрĕпе

Йышлă çемьери 5-мĕш ачана Анимаиса /1917 ç.ç./ ят панă. Вăл шкул хыççăн Мускаври «Красный богатырь» фабрикăра ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вара хĕр шофер курсне пĕтерсе çĕршывăн тĕп хулинче инкассатор машинипе çÿренĕ, вăрçă вĕçленсен каллех маларах асăннă фабрикăра тăрăшнă. Улттăмĕшĕ Борис /1919 ç.ç./ – вăрçă участникĕ, Сталинград патĕнче çапăçнă, вăрçăра партие кĕнĕ, Аслă Çĕнтерĕве Венăра кĕтсе илнĕ. Пурнăçне кайран та çарпа çыхăнтарнă вăл. Мария та /1922 ç.ç./ вăрçăра пулнă, Эльба юхан шывĕ патне çитнĕ. Павел /1925 ç.ç./ çуралнă вăхăтра Евтихеевсем Исемпелĕнче пурăннă. Çамрăк 18 çул тултарсан вăрçа кайнă, 19 çулта пурнăçĕ унтах татăлнă. Маларах 1943 çулта Ленинград облаçĕнчен çыру çырнă йĕкĕт, вăрçă пирки çапларах кĕскен анчах хыпарланă: «Окопра – шыв. Пуçа çĕклеме çук пульăсем вĕçеççĕ…» Нумаях та вăхăт иртмен, Кунгур госпиталĕнче сывални пирки пĕлтернĕ вăл: «Аманнăччĕ, пуля ÿпке витĕр тухса кайнă терĕç. Халĕ эпĕ сывалтăм ĕнтĕ…» Тепĕр çырăвĕнче Канаш хули урлă иртсе кайнине пĕлтернĕ. Юлашки çырăвне вара Польшăран янă, унта йывăр аманнине пĕлтернĕ. Ку салтакăн юлашки çырăвĕ пулнă, Павел хыпарсăр çухалнă. 1928 çулта тĕнчене килнĕ Павлина ÿссе çитĕнсен Çĕпĕре кайнă, унтах пурăннă.

Александр вуннăмĕш ача пулнă терĕмĕр.

– Эпĕ 1931 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче кун çути курнă, анчах та вăл вăхăтри тĕрлĕ сăлтава пула документсем çине 1932 çулта çуралнă тесе çыртарнă. «Атте» сăмаха каласа кураймарăм эпĕ. Тăрăм чиркĕвĕнче службăра тăнă вăл. Çак ялтах çурт лартас тĕллевпе вăрман касса пĕренесем те хатĕрлесе хунă пулнă. Анчах та çак тапхăр чиркÿсене хупнă, пачăшкăсене хĕснĕ вăхăтпа пĕр килнĕ. Аттене те 1932 çулта Тăрăмран кăларса янă. Йĕпреçе вăрман касма янă. Кунта кунĕпе чĕркуççи таран сивĕ шывра ĕçлени, япалисене типĕтме май пулманран нÿрлĕ тумпа çÿрени çывăх çыннăмăра хавшатнă – вăл пÿре чирĕпе чирлесе кайнă. Чирлĕскере киле янă. Ыратнăран чуна тивмелле хытă кăшкăрнине аса илетчĕ кайран анне. Çак çулах октябрь уйăхĕнче вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Атте вилсен эпĕ, пĕр çултан кăштах иртнĕскер, хушăран тупăк патне пырса ăна «у-у-у» тесе силленине каласа паратчĕ анне каярах, – сăмахĕсене малалла тăсать Александр Евменьевич. – Йăрă та вăр-вар çитĕнтĕм эпĕ. Ултă çул тултарсан 1938 çулта шкула каякансене палăртса килĕрен çырса çÿреççĕ, мана 5 çулта анчах тесе илесшĕн мар. «Эпĕ вулама та пĕлетĕп», – тетĕп хайхисене. «Правда» хаçата çырăнса илнĕ çемье, эпĕ ун тăрăх вулама вĕреннĕ. Хаçата тытрăм та учительсене вуласа пама пуçларăм. «Илетпĕр сана шкула», – пулчĕ хурав. Питĕ хĕпĕртерĕм. Пĕрремĕш учителе Матвей Сергеевич Осипова питĕ кăмăлласа пăрахрăм. Анчах та вăл пире нумай вĕрентеймерĕ, ăна салтака илсе кайрĕç. Хамăршăн тăван пек çывăх çынсем пулса тăнă Петр Алексеевич Иванова, Николай Петрович Емельянова та вăрçа ăсатрĕç. Унтан пирĕн патăмăра Лидия Андреевна Карпова килчĕ. Иккĕмĕш анне вырăнне пулчĕ вăл пирĕншĕн. Хăйне тĕрлĕ ыйтупа район центрне чĕнсе илнĕ вăхăтра мана шанса хăваратчĕ. 21 ача куçран пăхса тимлĕн итлетчĕç, нихăшĕ те ашкăнман. Лидия Андреевна хушнипе йывăртарах вĕренекен ачасем патне уроксене ăнлантарма килĕсене те çÿреттĕмччĕ.

Кĕçĕнни хуçалăхра амăшне пулăшаканни пулнă. Кил-çурта тирпейлеме те, çĕвĕ машини умне ларма та, кил-картишĕнчи ĕçсене пурнăçлама та ÿркенмен вăл, пушă вăхăтра клубра тус-юлташĕсемпе спектакльсене хатĕрленнĕ, обществăлла ĕçре хастар пулнă çивĕч ăслăскер. Вĕренсе пĕлĕве малалла ÿстерес туйăм ялан вĕресе тăнă унра. Шкултан вĕренсе тухсан вăл Свердловск хулинчи ремесла училищине вĕренме каять, пĕр хушă «Уралмаш» заводра тăрăшать. Çак вăхăтрах каçхи сменăра ăс пухса вăтам шкул пĕтерет. Пĕр вăхăтрах ятарлă курс витĕр тухса мотоциклист, водитель прависене алла илет. Музыка ăсталăхне ÿстерекен курссенче вĕренме те ĕлкĕрет. Сăмах май, Александр Евменьевич аккордеонпа, пианинăпа, гитарăпа ăста вылять.

Салтака кайма ят тухсан çар ретне тăрать çамрăк – Хура тинĕс çар флотĕнче пилĕк çул службăра пиçĕхет. Служба срокĕ вĕçленсен ĕнерхи матрос пĕччен пурăнакан амăшне пăхас тĕллевпе тăван яла таврăнать, хуçалăха ĕçлеме вырнаçас шухăшлă пулнине пĕлтерет амăшне. Анчах та амăшĕ ăна çирĕппĕн çапла хурав парать:

– Пĕлĕвне малалла ÿстер, ачам. Тракторист, шофер пулма кайран та ĕлкĕрен-ха.

Çапла вара Александр Чăваш ялхуçалăх институчĕн агрономсем хатĕрлекен факультетне вĕренме кĕрет, унта «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Мал ĕмĕтлĕ те тăрăшуллă студента алла диплом илсен институтра ĕçлеме юлма сĕнеççĕ. Анчах та тăван яла вăхăтлăха канма кайнă çамрăк специалистăн шăпи урăхла çаврăнса тухать – «Победа» хуçалăх председателĕ Василий Зайцев ăна колхозра ĕçлеме ÿкĕте кĕртет.

– Умра – çур аки. Унчченхи 3 ял вырăнне халь хуçалăх 10 яла пĕрлештерсе тăрать. Пире шăпах сан пек пултаруллă та тăрăшуллă çамрăксем кирлĕ… – тет вăл.

А.Евтихеев аслă агрономра, тĕп агрономра /1961-1971/, районти ял хуçалăх управленийĕн ертÿçинче /1971-1974/, «Победа» колхоз председателĕнче /1971-1985/ тăрăшать. 1985-1993 çулсенче хăмла çитĕнтерес енĕпе ĕçлекен «Чувашское» предприятин начальникĕн çумĕнче тата ертсе пыракан агрономра тăрăшнă. Пархатарлă ĕçсемшĕн Александр Евменьевич Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп Палли орденсене, медальсене, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕртнĕ.

Аслă Пăла Тимеш шкулне практикăна килнĕ Маргарита Кирпичевăпа паллашса пĕрлешнĕ вĕсем. Сăмах май, Маргарита Дмитриевна республикăри тĕрлĕ шкулта 40 çул биологи учителĕнче тăрăшса сахал мар ачана ăс-тăн, тивĕçлĕ воспитани панă. Вăл Кушкăра çуралса ÿснĕ, вĕрентекенре, парти тата патшалăх деятелĕнче тăрăшнă, 3 орден тата 5 медаль кавалерĕн Дмитрий Петрович Кирпичевăн хĕрĕ.

Евтихеевсем ĕмĕрĕпех пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса 56 çул килĕшÿпе çураçура пурăнаççĕ. Икĕ ача – хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Евгений тухтăр профессине суйласа илнĕ, Светлана Чăваш Республикин истори архивĕнче тĕп специалистра тăрăшать. Халĕ аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ 2 мăнукĕпе савăнаççĕ. Андрей программист пулса тăрăшать. Анна вара Китайри Шанхай хулинче тымар янă. Евтихеевсене 2013 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăланă.

– Мĕнре-ха сирĕн çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ? – ыйтатăп манпа калаçнă чух та пĕр-пĕрне куçран ăшшăн пăхакан, калаçура та пĕрне-пĕри пулăшакан мăшăртан.

– Çемьере чи кирли – ăнланма пĕлни. Пурнăçра хĕрÿленсе калаçмалли самантсем те пулма пултараççĕ, анчах çак калаçусен вăхăтĕнче нихăçан та теприне кÿрентермелле е сивĕ сăмах хушса чунсене сивĕтмелле мар, – хуравлать çемье пуçлăхĕ.

Çемье «Елчĕк ен» хаçата çулсеренех çырăнса илет, районти хыпарсемпе паллашсах тăрать.

Елена ПЕТРОВА.

Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code