Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ящур чирĕнчен асăрханар

Ящур чирĕнчен асăрханар

Ящур — хăвăрт сарăлакан тата ерекен чир. Унпа ĕне выльăх, сурăх-качака, сыснасем чирлеççĕ. Çавăн пекех вăл çынна та ерме пултарать. Çамрăк выльăхсем чире йывăр ирттереççĕ е вилеççĕ. Лашасем çак чирпе чирлемеççĕ.

Ящура пуçарса яракан вирус темиçе тĕрлĕ пулма пултарать: А, О, САТ-1, САТ-2, САТ-3 тата Азия-1. Вирус пысăк температурăра хăвăрт вилет, сивĕре вара нумай вăхăт упранать, чире пуçарса ярать. Чирлĕ выльăхран сывă выльăха вирус сĕлекерен, сĕтрен, каяшран е сывласа кăларнă сывлăшран ерет тата сарăлать. Вăл апат, автотранспорт, шыв е выльăха пăхнă чухне усă куракан витре-кĕреçе урлă та ерме пултарать. Ящурăн инкубаци тапхăрĕ 1 кунран пуçласа 7 куна çитиччен тăсăлать, хăш-пĕр чухне 21 куна та çитет. Пĕрре пăхсан выльăх чирлĕ пек те курăнмасть, анчах чир унпа юнашар тăракан выльăха ерет. Ящурăн малтанхи паллисем çапла пулаççĕ: ĕне выльăх апат çими пулать, сахал кавлет, сĕлекине юхтарать, ỹт температури 40,5-41,5 градус таран ỹсет, вăл йăвашланать, каярахпа апат вуçех те çими пулать. 2-3-мĕш кунхине çỹлти тата аялти тутисен шал енне, чĕлхи çине (хăш-пĕр выльăхăн чĕрни çумĕнче) малтан шывпа тулнă хăмпăсем тухаççĕ. Вĕсем 12-24 сехетрен çурăлаççĕ те эрози пулать. Хăмпăсем шăтнă хыççăн ĕне выльăхăн ỹт температури чакать, сĕлеки ытла вăйлă (кунне 2-4 литр таран) юхма тытăнать.

Сыснасем малтан вĕриленеççĕ, апат çимеççĕ, урисен ỹчĕ çинче хĕрлĕ тĕслĕ ыратакан шыçăсем, кайран шывпа тулнă хăмпăсем пулаççĕ, каярахпа эрози пуçланать. Сыснасем уксахлаççĕ, хăш-пĕр чухне урисен чĕрни ỹкме пултарать. Шывпа тулнă хăмпăсем час-часах сыснан сăмси вĕçне, хырăм айне тухма пултараççĕ. Аталанса çитнĕ сыснасен чирĕ 8-25 куна тăсăлать, çамрăк çурасем чирлесен вĕсен 60-80 проценчĕ 2-3 кун хушшинче вилме пултарать.

Кăçал ящур чирне Раççей Федерацийĕн территорийĕнче Пушкăртстан Республикинчи виçĕ ялта асăрханă. Иртнĕ çул çакăн пек тĕслĕх Владимир облаçĕнче пулнине астăватпăр. Пирĕн республикăра вара ящур чирне юлашки хут 1968 çулта тупса палăртнă пулнă.

Хăрушă чире район территорине кĕртес мар тесен çак йĕркене çирĕп пăхăнмаллине палăртатпăр:

1. Хуть хăш выльăха та зоогигиена нормисемпе тата правилисемпе килĕшỹллĕн пăхса усрамалла, апата ют регионсенчен кỹрсе килмелле мар, илсе килнĕ пулсан пĕçерсе е пысăк температурăра пăшăхтарсан анчах çитерме юрать, витесене кĕрекен алăксем умĕнче йывăç ешчĕксенчен дезоматсем туса вырнаçтармалла, ун çине пусса кĕмелле, ют çынсене витесене кĕртме юрамасть.

2. Выльăхсене ветеринари справки пулсан анчах сутăн илме юрать, туяннă выльăха ял тăрăхĕн администрацийĕнче тата районти ветеринари участокĕсенче регистрацилемелле, 30 кун уйрăм усранă (çак вăхăтра диагностикăлла тĕпчевсемпе профилактикăлла прививкăсем тумалла) хыççăн анчах витери е фермăри ытти выльăхсемпе хутăштарма юрать.

3. Килти е фермăри выльăха кашни кун сăнаса тăмалла. Енчен те выльăхра малтан каланă пек ящур чирĕн паллисене асăрхарăр пулсан ветеринари специалисчĕсене чĕнсе илмелле.

4. Выльăхсене аш-какай валли пусиччен ветеринари специалисчĕсене кăтартмалла, аш-какая ветеринарипе санитари экпертизи витĕр кăларнă хыççăн анчах çиме юрать.

И.НИКОЛАЕВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code