Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту хуравлă пулĕ

Кашни ыйту хуравлă пулĕ

Июлĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев онлайн-режимра хăйĕн официаллă сетьсенчи граждансемпе черетлĕ «тÿрĕ лини» ирттерчĕ, вăл 2 сехет те 25 минута тăсăлчĕ.  Çынсенчен килекен ыйтусене йышăнма ятарласа Телеграм чат-бот (https://t.me/glava21line_bot) йĕркелесе янă. Уçă калаçу вăхăтĕнче асăннă ресурссемпе усă куракансем хăйсем пирки пĕлтернĕ, ыйту панă. Регион Пуçлăхĕн уçă калаçăвне социаллă сетьсенче пĕтĕмпе 15 пин ытла çын тишкерсе пынă. «ВКонтакте»  тата «Инстаграм» социаллă сетьсенче ыйтусене утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчен йышăнма тытăннă.   Тÿрĕ эфир  вĕçленичченех  ыйтусене йышăннă. Республикăра пурăнакансенчен пĕтĕмпе 759 ыйту çитнĕ (2021 çулхи март уйăхĕн 12-мĕшĕнче пурĕ те 469 ыйту çеç пулнă).  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ эфир вăхăчĕпе усă курса 60 ытла ыйту çине хурав пама пултарнă. Тÿрех мар пулсан та, вăхăт иртнĕ май кашни ыйту хуравлă пулассине шантарчĕ вăл.

Калаçу газификаци теминчен пуçланчĕ. Çĕмĕрле хулинче пĕр урамра çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ çынсем хăйсене газпа тивĕçтерессе ниепле те кĕтсе илеймен, çакă республика Пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтма хистенĕ. Газ çук анчах мар, çĕрлехи вăхăтра урама çутса тăрасси те тивĕçлĕ шайра мар. Олег Николаев хула халăхĕн нушине тимлĕ тишкерессине пĕлтерчĕ. Раççей Президенчĕн йышăнăвĕпе кăçалтан газ пăрăхĕсене çынсен хуçалăхĕсен чикки таран тÿлевсĕр илсе çитермелле. Чăваш Енри нумай çемьешĕн ку ыйту çивĕч – пурĕ 63 пин кил-хуçалăха газпа тивĕçтермелле. Çивĕчлĕхе сирес, ыйтăва татса парас тĕллевпе «Газпром» ертÿлĕхĕпе калаçу пулнă.

– Çынсене газ кĕртмелли майсем туса памаллах, – палăртрĕ вăл.

Коронавирусран сыхланмалли вакцинаци пирки те пулчĕ калаçу. Халăха обязательнăй майпа прививка тăвассине ырламасть Олег Алексеевич, анчах ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене чиртен вакцинăпа хÿтĕленме хистенине те ăнланать. Предприятисен ĕçлемелле – эпидеми вара ĕçе чарса лартас хăрушлăх çуратать. Çак сăлтавпах прививка тума хистеççĕ те. Юлашки вăхăтра чирлекенсен шучĕ ÿссех пыни, больницăсенче вĕсем валли ытларах та ытларах вырăн уйăрма тивни вакцинаци пĕлтерĕшне ÿстерет.

Граждансене пулăшу парас темăна хускатнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çапларах каларĕ: «Çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçин шайне чакарма пăрахнă.  Енчен те кăтартăва улăштарас пулсан, вăл ÿссе пыма çеç пултарĕ», – терĕ.

Регионти амăшĕн капиталĕ пирки ыйту тăратнă май, Олег Николаев юлашки çулта туса ирттернĕ уйрăм ĕçсем пирки каласа хăварчĕ.  Амăшĕн капиталĕн пулăшăвĕнчи укçапа пĕр хутчен 20 проценчĕпе кулленхи тăкаксене саплаштарма ирĕк пур. Тепĕр çĕнĕлĕх пулма пултарасса та хыпарларĕ: енчен те нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереймесен, ун вырăнне укçан парассине ĕçе кĕртме пулĕ.  

Ăшăпа тивĕçтерес тытăма тĕпрен çĕнетсе улăштарас пирки те чарăнса тăчĕ регион Пуçлăхĕ. Халăха хумхантаракан тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – таса шывпа тивĕçтересси. Олег Алексеевич ыйтусем çине çапларах хурав пачĕ: «Шывпа çыхăннă объектсене пурнăçа кĕртме кăçал республика хыснинчен пĕр миллиард ытла укçа-тенкĕ пăхса хăварнă (пĕлтĕр 18 млн пулнă)».   Чи малтан палăртнă тăрăх, пурĕ те 800 млн тенкĕ кăна уйăрма йышăннă пулнă, халĕ вара 9 проекта пурнăçлама 190 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Халăхăн пуçаруллă проекчĕсем республикăра чылай пурнăçа кĕреççĕ. Кăçал палăртса хунă мĕн пур ĕçсенчен 87 проект шывпа çыхăннă. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх енчен тĕрев памалли мелсем пирки те тĕплĕн каласа кăтартрĕ вăл.

Хуласемпе ялсенче ача-пăча площадкисем тăвас ыйту та тимлĕхре юлчĕ. Çав вăхăтра пуррисене те тирпейлĕ упраса тăрасси пирки манмалла мар.

Ыйтусен пысăк пайĕ республикăри районсемпе хуласен социаллă пурнăçĕпе, экономикăпа, ЖКХпа, çулсемпе çыхăнчĕç. Йывăр чирлисене, нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшассипе, çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем хута ярассипе, çул-йĕрсем тăвассипе чылай ыйту йышăннă. 

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code