Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни çынпа курса калаçаççĕ

Кашни çынпа курса калаçаççĕ

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи почта çыхăну уйрăмĕнче 4 почтальонка ĕçлет. Нина Козлова, Ираида Петрова, Светлана Лапшина çыхăну сферинче чылай çул тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсен участокĕсенче чи кĕтнĕ çынсем. Виççĕшĕ те ял халăхне тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе хастарлăх кăтартаççĕ. Икĕ уйăх каялла хамăр йыша илнĕ Алевтина Солина та кĕске вăхăтрах ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине кăтартса пачĕ. Почтальонкăсем центрти, республикăри хаçатсене, уйрăмах район хаçатне, кăмăлласа çырăнтараççĕ. Хальлĕхе пирĕн çыхăну уйрăмĕнче «Елчĕк ене» 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта 170 çемье илсе тăма кăмăл тунă. Çырăнтару тапхăрĕ малалла пырать. Район хаçатне çырăнса илекенсен йышĕ тата ỹсмелле. Почтальонсем кашни çынпа тĕл пулса калаçаççĕ.

— Эпир мĕн ачаранах район хаçатне юратса вуланă. Халĕ те ăна почтальон килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп, — тет дояркăра ĕçлесе пенсие тухнă Тамара Константинова.

Тĕмерти А.Сапожников, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи И.Левый, Элпуçри Р.Лапшина, А.Павлова, С.Захарова çемйисем çулсеренех 3-5-шер экземпляр хаçат çырăнса илеççĕ.

Л.ЯШИНА,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code