Ерекен тĕвĕллĕ дерматитпа мăйракаллă шултра ĕне выльăх чирлет. Чирĕн паллисем: ỹт температури ỹсет, ỹт айĕнче шыçăсем пулаççĕ, çавна пула ỹт çине хытă тĕвĕсем тухаççĕ.
Чирлĕ выльăхран сыввине вирус сывлăшпа, сĕлекепе, спермăпа тата сĕт урлă ерме пултарать. Çавăн пекех ăна сараканĕсем — шăна, хурт-кăпшанкă, ỹпре-пăван. Чир выльăха пăхнă чухне усă куракан витре-кĕреçе урлă та ерет. Çак инфекципе чирлĕ регионсем (Самар, Ульяновск, Омск, Волгоград) урлă килекен автотранспорт, унтан илсе килекен выльăх апачĕ е шыв та чир ертес хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Ерекен тĕвĕллĕ дерматитăн инкубаци тапхăрĕ 7-10 куна тăсăлать. Чирĕн паллисем: ỹт температури 41 градус таран ỹсет. 10-12-мĕш кунне выльăхăн мăйĕ, хулпуççийĕ, урисем, хырăмĕ, куçĕсем йĕри-тавра тата çилли çинче 2-5 см диаметрлă, тытса пăхсан хытă тĕвĕсем сиксе тухаççĕ. Вĕсем 2 эрне хушшинче некрозланаççĕ, вара выльăх апат çими пулать, час-час сывлать, чĕри хăвăрттăн тапать, куçĕсенчен куççуль юхать. Каярахпа куçĕсен йĕри-тавра пỹрлешкесем тухаççĕ. Сăмсинчен малтан çутă, каярахпа япăх шăршлă пỹр юхма пуçлать, урисем те шыçăнма пултараççĕ.
Кăçал çак усал чире пиртен инçе те мар вырнаçнă Чĕмпĕр облаçĕнче тупса палăртнă. Çавăнпа та ерекен чире хамăр район территорине илсе кĕртес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:
1. Выльăхсене зоогигиена тата ветеринарипе санитари йĕркисемпе килĕшỹллĕн пăхса усрамалла, витесене кĕрекен алăксем умĕнче дезомат туса хумалла, урамра çỹрекен атă-пушмакпа витене кĕмелле мар, выльăх пăхмалли ятарлă тум пулмалла, ют çынсене витене кĕртме юрамасть.
2. Хăвăр усракан выльăхсене клиника тĕрĕслевĕ тума ветеринари ĕçченĕсене пĕр чăрмавсăрах кĕртмелле.
3. Выльăх-чĕрлĕх чирлесен 2-56-42 номерлĕ телефонпа ветеринари специалистне чĕнсе илмелле.
4. Ытти районсенчен е регионсенчен выльăх-чĕрлĕх туяниччен Патшалăх ветеринари службинчен ирĕк илмелле. Илсе килнĕ хыççăн вĕсене уйрăм витере 30 кунран кая мар тытса усрамалла. Çак вăхăтра кирлĕ диагностика тĕпчевĕсем тата вакцинацисене туса ирттермелле.
5. Килте усракан кашни выльăха тата чăх-чĕпе ял администрацийĕнче тата ветеринари участокĕсенче регистрацилемелле.
Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх усракансен асăрхануллă пулмалла.
И.НИКОЛАЕВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕ.