Инсульт вăл — пуçри юн çаврăнăшĕ сасартăк пăсăлни, çавна май юн тымарĕ çурăлни. Раççейре ун серепине кашни 1,5 минутра пĕр çынран кая мар çакланать. Медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтермесен чирлисен 80 проценчĕ йывăр сусăрланса юлать.
Инсульт икĕ тĕрлĕ пулать: ишеми инсульчĕ е инфаркт (юн тымарĕ хупланса ларни), юн тымарĕ çурăлса кайни. Иккĕмĕшĕ малтанхинчен чылай йывăр иртет. Ку енĕпе çамрăксем хушшинче те вилекенсем пур.
Чир патне мĕн илсе çитерет-ха? Юн пусăмĕ кирлинчен ытларах пулни, сахăр диабечĕ, чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменни, юнри холестерин шайĕ ỹсни, пирус туртни, эрех ĕçни. Енчен те çынра çакăн пĕр-пĕр енĕ палăрать пулсан тỹрех тухтăр патне каймалла. Инсультран асăрханма çăмăл. Çак хăрушă чирпе аптраса ỹкес мар тесен апата тăварсăртарах, çусăртарах çиме тăрăшмалла, çăнăхран пĕçернĕ япаласем те ытлашши çимелле мар. Рационра аш-какайран та ытларах пулă пулмалла.
Инсульт çинчен кашни çыннăн пĕлмелле. Аптраса ỹкнĕ аслашшĕ-асламăшне е кукашшĕ-кукамăшне асăннă чир çапса ỹкернине мăнукĕ те уйăрса илме пултартăр тата хăвăртрах васкавлă пулăшăва чĕнсе илейтĕр. Инсульт пулнă хыççăн 3,5 сехет иртиччен кăна пациента тромболит терапийĕпе пулăшма май килет. Сăмахран, ишеми инсульчĕ хыççăн пуç мимин сиенленнĕ, анчах чĕрĕ юлнă клеткисене çак хушăра çăлса хăварма пулать.
Районти тĕп больницăра «Хăвăнтан пуçла» сывлăх программи ĕçлет. Тухтăрпа уçăлса çỹресси те ырă йăлана кĕчĕ. Ĕç вырăнĕсенче кунсерен физкультминуткăсем иртеççĕ, медицина ĕçченĕсем ГТО нормативĕсене тултараççĕ, «Улăп» сывлăха çирĕплетекен комплекса çỹреççĕ. «Территори — табак тĕтĕмĕсĕр» мероприятие те шурă халатлă ĕçченсем хаваспах хутшăнаççĕ. Медработниксем сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Кашнийĕн хăйĕн сывлăхĕ пирки шутламалла. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнассине мала хумалла. Тухтăр сĕнĕвĕсене тĕплĕн пурнăçласа пымалла.
Р.ТРОФИМОВА,
районти тĕп больницăри невролог тухтăр.