Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тиеве çăмăллатмалла

Тиеве çăмăллатмалла

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре пысăк тиевлĕ транспорта вăхăтлăх çỹреме чарĕç. Ку чару çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен пырĕ.

Çакнашкал йышăну туни юр ирĕлнĕ вăхăтра çул-йĕре лайăхрах упрама май парĕ. Çапах та вăхăтлăх чару автомобиль çулĕпе çỹреме чармасть, тиев йывăрăшне çеç палăртнă виçерен ирттерме памасть. Унсăр пуçне ку чару çынсене илсе çỹрекен автобуссене, çимелли, чĕр чун, эмел, им-çам, топливо, вăрлăх, почта турттаракансене, РФ Оборона министерствин транспорт хатĕрĕсене, çут çанталăк инкекĕсемпе тата чрезвычайлă лару-тăрупа кĕрешекенсене пырса тивмест.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code