Понедельник, 27 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕтнĕ ярмăрккă

Кĕтнĕ ярмăрккă

Район çыннисем хăйсем те килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ пулсан та ял хуçалăх ĕçченĕсен районти уявне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче туса илекен кирек мĕнле продукцие те ярмăрккăра йỹнĕ хакпах сĕнеççĕ.

— Кун пекки пирĕн районта çук. Аван-çке хăйсен çĕр лаптăкĕсем çук е ватлăха пула тĕрлĕ çимĕç акса-лартса илеймен кинемисемпе мучисене. Паян хĕл каçмалăх кирлĕ мĕнпур продукцие туянма пулать, — терĕ кỹршĕ район хĕрарăмĕ Елчĕксен ярмăрккине ырласа.

Йĕпе юр çунине пăхмасăр автомашинăсем районти почтамт умне киле-киле чарăнаççĕ. Таяпа Энтринчи В.Галкин фермер сутакан купăстана çынсем яланхи пекех черет тăрса туянаççĕ. Аслă Таяпари В.Марков фермерăн «Валентина» купăстине туянакансем те йышлăн. Таяпа Энтринчи А.Петров, А.Шадриков, Çĕнĕ Эйпеçри А.Бикулов, Аслă Елчĕкри В.Чернов, Н.Светлов фермерсен пахча çимĕçĕпе тыррине, «Победа», «Рассвет», «Колос», «Эмметево», «Энтепе», «Сатурн», «Комбайн» хуçалăхсен тыррине туянакансем кăмăллă пулчĕç. Хакĕ пурне те тивĕçтерет: 1 тонна урпа, тулă хакĕ — 5-6-шар пин тенкĕ. «Труд», «Комбайн» ЯХПКсен ĕне, сысна ашне, Турханти П.Прохоров фермерăн сурăх какайне тем самантра туянса пĕтерчĕç. Кунтах хур, кăркка ашне те туянма май пулчĕ. «Прогресс» АХО Елчĕксене тĕш тырă, тислĕк сĕнчĕ.

«АСК-Яльчики» ОООн çĕр улми вăрлăхĕсене те наччасрах туянса пĕтерчĕç.

«Яманчурино» ООО ĕçченĕсем пахча çимĕçпе пĕрле пыл та туянма сĕнчĕç.

Кĕрхи ярмăрккăна 24 хуçалăх хутшăнчĕ.

ХАКЛАВ

М.ЛОБАНЧИКОВА, Елчĕк ялĕ:

— Районта çулсеренех ял хуçалăх ярмăркки йĕркелени ырă пулăм. Район ертỹçисем ял çыннисем йỹнĕ хакпа тĕрлĕ пахча çимĕç туянччăр тесе тăрăшни кăмăла çĕклет. Эпир те купăстана 1 килограмне 7 тенкĕпех туянтăмăр. Ватăлтăмăр, хамăр туса илейместпĕр. Пирĕн пек çынсем валли уйрăмах кирлĕ йỹнĕ ярмăрккă.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code