Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пыл пахалăхлă пултăр

Пыл пахалăхлă пултăр

Раççейри пыла тĕпченĕ те…

Çак пылак çимĕç рационра тивĕçлĕ вырăн йышăннăран юлашки çулсенче Россельхознадзор ăна ятарлă мониторинг тĕпчевне кĕртет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пыл пахалăхĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме пулать. «Хăшне туянмалла?» — ыйту тухса тăрать ку чухне.

Россельхознадзорăн «Пĕтĕм Раççейри выльăх эмелĕсен тата апачĕн пахалăхĕн тата стандартизацийĕн патшалăх центрĕ» юлашки çулсенче Раççейри пыл пахалăхĕпе уйрăмах кăсăкланать.

Тỹрех палăртам, унти специалистсем пылра ытларах нитрофурансем тупнă. Кунсăр пуçне — тетрациклинсен йышне кĕртнĕ антибиотиксем тата метронидазол. Хими япалисем тупса палăртнă пробăсем — хамăр çĕршыврисемех. Пирĕн пата чикĕ леш енчен пыл килменпе пĕрех.

Сăмах май каласан, лаборатори ĕçченĕсем юлашки икĕ çулта нитрофурансем ытти апат-çимĕçре те час-часах тĕл пулнине палăртаççĕ: уйрăмах кайăк-кĕшĕк ашĕнче, çăмартара, сысна какайĕнче тата пулăра. Çапах та пылра пуринчен ытла.

Хăш-пĕр пробăсенче гидроксиметилфурфураль (ăна тата оксиметилфурфурол ятпа пĕлеççĕ) тупса палăртнă. Ку япала пыла чылай хушă ăшăра тытсан тата вĕлле хурчĕсене ытлашши ăшăтнă пылпа, çавăн пекех пыл вырăнне сахăрлă сироппа апатлантарсан, вĕллисене хими япалисемпе тасатсан пулса каять.

Тетрациклинсен йышне кĕртнĕ антибиотиксем вара выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен отрасльте тăтăшах усă куракан эмел хатĕрĕсем темелле. Анчах та апат-çимĕçре те (аш-какайра та, сĕтре те, çăмартара та, пулăра та) асăннă препарат юлашкийĕсем çине-çинех тĕл пулаççĕ иккен.

Асăрханăр: иккĕленỹллĕ пыл

Чăваш пылĕ мĕнле-ши? Чăваш Республикин Патшалăх ветслужби 2016 çулта 0,15 тонна çак продукта сиенсĕрлетме тивни пирки пĕлтерет. Эппин, унăн пахалăхĕ тивĕçтермен. Юрать кун пекки час-часах тĕл пулмасть.

Çапах пахалăх пирки калаçма сăлтав çук мар. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем нумаях пулмасть Питĕрти «Мастер Меда» ПК обществăн пылĕнче нитрофурансен метоболичĕсене тупса палăртнă.

Нитрофурансемпе вĕлле хурчĕсене сиплеме усă кураççĕ. Препарат пылра пурри унпа тĕрĕс мар усă курнине пĕлтерет. Вĕлле хурчĕсем пыл туман чухне кăна ку препарата пама юрать. Анчах çакна пурте пĕлсех каймаççĕ.

Пушкăртстан пылĕнче вара метронидазол асăрханă.

Темле пулсан та чăваш пылĕ япăх теме чĕлхе çаврăнмасть. Пурте тенĕ пекех хамăр тăрăхри утарсенчен пухнă пылпах сипленетпĕр. Малашне те ку пылак çимĕç уссине çеç кỹтĕр.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code