Пятница, Февраль 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерансене пысăк тимлĕх

Ветерансене пысăк тимлĕх

Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Çичĕ яла пĕрлештерсе тăракан Курнавăш ял тăрăхĕнче икĕ вăрçă участникĕ пурăнать. Вĕсенчен пĕри — Николай Поликарпович Поликарпов.

Вăл Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче йышлă çемьере 1926 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Выçăллă-тутăллă пурăннă, нуши-тертне сахал мар тỹссе ирттернĕ. Ашшĕнчен 14 çулта тăрса юлнă, пĕтĕм йывăр ĕç Коля çине тиеннĕ. Хаяр вăрçă пуçлансанах Поликарповсен Иван пиччĕшĕ фронта тухса кайнă. Вăл тăшмана хирĕç çапăçса пуçне хунă.

Николай мĕн ачаран тăван хуçалăхра тăрăшнă, вăрман турттарнă çĕрте ĕçленĕ. 1943 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Н.Поликарпова çемйи, тăванĕсем, ял-йыш салтака ăсатнă. Вăрçă çулĕсене нихăçан та манса каймасть вăл.

1951 çулта çĕнтерỹçĕ-салтак тăван яла таврăннă. Ун хыççăн вăл тỹрех колхоз ĕçне пуçăннă.

— Манăн хамăн лайăх лаша пулнă, унпа эпĕ пĕр ĕçрен те юлман, — тет вăрçă ветеранĕ.

Тăван хуçалăхра тăрăшса 54 çул ĕç стажĕ пухнă вăл.

1952 çулта Коля тете çемье çавăрнă. Хăйĕнпе пĕр ялта ỹссе çитĕннĕ Нинăпа пĕрлешсе ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Шел, Николай Поликарповичăн мăшăрĕ тăхăр çул каялла чирлесе çĕре кĕнĕ. 56 çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăннă ялти хисеплĕ мăшăр.

Николай Поликарпович пуян асатте, кукаçи. Унăн 15 мăнук, 20 кĕçĕн мăнук. Вĕсем ватăна манмаççĕ, уявсенче тăван киле пуçтарăнаççĕ. Пỹрт тулли тăван пуçтарăнсан чунтан савăнать вара.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕ хальхи пурнăçпа питĕ кăмăллă. Вăл Саша ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Ăна çамрăксем лайăх пăхаççĕ.

— Ватлăхри пурнăç питĕ лайăх. Анчах сывлăх хавшакланчĕ. Пỹртре патаксăрах çỹретĕп-ха, урама туясăр тухаймастăп. 92 çула кайрăм пулсан та ырă та лăпкă, канлĕ пурнăçран уйрăлас та килмест. Патшалăх лайăх пăхать пире. Кăçал, акă, хваттер пачĕç. Тавтапуçах пуçлăхсене, — тет Николай Поликарпович.

Ветеранăн пурнăç условийĕ хуларинчен кая мар. Хăйĕн ятарлă пỹлĕм. Унта хăтлă, таса, тирпейлĕ. Стена çинче илемлĕ картина çакăнса тăрать. Хитре чечексем куçа илĕртеççĕ. Вырăнĕ те çемçе.

Коля тете Чăваш наци радиовне итлеме юратать. Çавăн пекех хаçат-журнал, кĕнеке алăран ямасть. Поликарповсем тĕрлĕ хаçат çырăнса илеççĕ. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă арçыннăн чи юратнă хаçачĕ — «Елчĕк ен». Ăна вăл чăтăмсăррăн кĕтет. Кашни статьяна, хыпара пĕр сăмах сиктермесĕр вуласа тухать.

Ватăна кичемленсе ларнине кураймăн. Ăна Нина кинĕ ялти библиотекăран кĕнекесем илсе килсе парать.

— Николай Поликарпович кĕнеке нумай вулакансен йышĕнче, — пĕлтерет ялти З.Шумилкина библиотекарь.

Хастар ватă çулсеренех сывлăхне çирĕплетме кану çурчĕсене каять. Халĕ те вăл канма кайма хатĕрленсе тапăртатса савăнса тăрать. Хулара хăйĕн пек ветерансемпе тĕл пулса калаçсан, çĕнĕ юлташсемпе паллашсан унăн чунĕ тата ăшăнать.

Алимпия ФОМИНА,
Çĕнĕ Пăвари ветерансен канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code