Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Депутат Чăваш Ен интересĕсене хỹтĕлет

Депутат Чăваш Ен интересĕсене хỹтĕлет

Октябрĕн 31-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулчĕ.

Чи малтанах вăл Елчĕк район пуçлăхĕпе Ираида Васильевăпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, ытти ертỹçĕсемпе курса калаçрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче район ертỹçисем килнĕ хăнана кĕскен районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономикипе паллаштарчĕç. Унтан депутат Елчĕк ялĕнче «Ача сачĕсем — ачасене» программăпа килĕшỹллĕн хута янă «Шевле» ача садĕнче пулса курчĕ. Алена Игоревна кунти хăтлăхпа тата илемпе кăмăллă юлчĕ, ачасен сăн-питĕнче телейлĕ те ăшă кулă выляни кăмăлне çĕкленине пытармарĕ. Ача сачĕ паянхи воспитани ĕçĕн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернине, санитари нормисемпе килĕшсе тăнине, ачасене пур енлĕн аталанма услови çителĕклĕ пулнине палăртрĕ вăл.

Сăмах май, хуласемпе район центрĕсенче çакăн евĕр объектсене хута ярассипе республика чылай çул ăнăçлă ĕçлет. Алена Аршинова кăçал июнĕн 24-мĕшĕнче тĕп хуламăрти «Çĕнĕ хула» районта çĕкленнĕ 160 ачана йышăнакан ача садне уçма хутшăннине асăнчĕ. Шкулчченхи вĕрентỹ организацийĕсем уçас енĕпе йышăннă Федераци программи пирĕн республикăра ăнăçлă пурнăçа кĕнине те палăртрĕ. Юлашки 5 çулта Чăваш Енре шкул ỹсĕмне çитмен ача-пăча валли 22,2 пин çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пулнă май хăна кунти музейпе кăсăкланса паллашрĕ. Шкулăн коллективĕпе çавра сĕтел хушшинче тĕл пулнă май Алена Игоревна педагогсене пăшăрхантаракан ыйтусем уншăн питĕ çывăх пулнине, вĕрентекенсене пырса тивекен ыйтусене вăхăтлă татса парассипе уйрăмах тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Патшалăх Думин вĕрентỹ комитечĕн председателĕн заместителĕ пулнă май çак тытăмри лару-тăрăва лайăх пĕлет вăл, çавна май ăна ырă енне улăштарас тата йывăрлăхсене чакарас тĕлĕшпе нумай ĕçлет.

Хальхи вăхăтра пурнăçлама палăртнă 10 çуллăхри пĕлтерĕшлĕ те пысăк программăсен йышĕнче — çĕнĕ шкулсем хута ярасси тата пуррисене тĕпрен юсаса вĕсенче паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтермелли условисем тăвасси. Ку проекта Чăваш Ен те активлă хутшăнать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ачасен 70 процентне хушма пĕлỹ тытăмне явăçтарма ыйтать пулсан, депутат шухăшĕпе асăннă программа вĕренỹ учрежденийĕсенче 2-мĕш тата 3-мĕш сменăсемпе çыхăннă йывăрлăхсене пĕтерме пулăшĕ. Аякка каймăпăр, асăннă программăпа килĕшỹллĕн иртнĕ çул анчах Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче капмар та хăтлă шкул хута янă.

Педагогсемпе курнăçнă хыççăн Алена Аршинова А.И.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» шкулĕнче пулчĕ, унтан иртнĕ çул Тỹскел ялĕнче çĕнĕрен хута янă тата Тăрăм ялĕнчи тĕпрен юсанă культура çурчĕсемпе паллашрĕ.

Алена Игоревна Елчĕк район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн тата ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе тĕл пулма та кăмăл турĕ. Унта «Единая Россия» партин пурнăçа кĕрсе пыракан проекчĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кашни проекта халăх пурнăçне çăмăллатас тата хăтлăлатас тĕллевпе йышăннă, вĕсем пур сферăна та пырса тивеççĕ — вĕрентỹпе сывлăх сыхлавĕнчен пуçласа çул-йĕр тăвас, парксемпе скверсене, вырăнти культура çурчĕсене, спорт залĕсене тата студентсен общежитийĕсене юсас, бассейнсем тăвас тата ытти енĕпе те. Хăйĕн сăмахĕсенче Алена Игоревна çитĕнỹсемпе ăнăçусем влаç органĕсем халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленипе пулнине палăртрĕ:

— Пирĕн малашне те хастар пулмалла. Паянхи кун республика патшалăх программисене активлă хутшăнни, çавна май Чăваш Ен патшалăхран уйăракан хушма укçа-тенке илме пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе пĕччен те, ытти авторсемпе пĕрле те сахал мар проектсем хатĕрлет вăл. Тухăçлă ĕçлекен депутат ятне çĕнсе илнĕскер ертỹçĕсемпе тата халăхпа, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе уççăн хутшăнать. Официаллă майпа килекен ыйтусемсĕр пуçне социаллă сетьсенчи пуçарусене те хуравсăр хăвармасть вăл.

Тĕл пулу вĕçĕнче Алена Аршинова районти активистсене чысларĕ, унтан халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе уйрăммăн йышăнчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code