Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăр ячĕпе — палăк

Паттăр ячĕпе — палăк

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Оренбург хулинче Раççей Федерацийĕн Геройне — Александр Александрович Прохоренко аслă лейтенанта халалласа палăк уçнă.

Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи тулли праваллă представителĕ Михаил Бабич, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен харкам йышĕн ĕçĕсен тĕп управленийĕн начальникĕ Михаил Барышев полковник, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ — Раççей Геройĕ Роман Романенко, Александрăн ашшĕпе амăшĕ тата ыттисем те хутшăннă. Вулакана аса илтеретпĕр, Александр Прохоренко 2016 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче Сири çĕршывĕнче çар тивĕçне пурнăçланă чух хăйне çавăрса илнĕ «Исламское государство» организацин террорисчĕсене парăнас мар тесе хăйĕн ирĕкĕпе хăйĕн тата ăна çавăрса илнĕ тăшмансен пурнăçне татнă. Тăван çĕршыв умĕнче пысăк паттăрлăх кăтартнă çар çыннине вилнĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2016 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн Геройĕ ят панă.

А.Прохоренко 1990 çулта Оренбург облаçĕнчи Тюльганск районĕнчи Городки ялĕнче çуралнă. Паян унăн ячĕпе асăннă ялти шкул, Оренбург, Грозный, Смоленск хулисенчи урамсем хисепленсе тăраççĕ, Италире палăк уçнă. Пысăк паттăрлăхпа палăрнă Раççей Геройĕ çĕршыв халăхĕн асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code