Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпир туслăхшăн, çураçулăхшăн

Эпир туслăхшăн, çураçулăхшăн

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта «Эпир пĕрле» митинг-концерт иртнĕ. Унта 11 пин ытла çын пуçтарăннă.

Митинга Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Вăл уява килнисене ăшшăн саламланă. «Чăваш Енре 128 наци çынни туслăн та килĕштерсе пурăнать. Чĕлхе, тĕн тата культура уйрăмлăхĕсене пăхмасăр, республикăра пурăнакансем пĕрлехи ĕçшĕн пĕр чăмăра пĕрлешеççĕ, ырă кỹршĕллĕ хутшăнусене тата пĕр-пĕрне пулăшассине мала хуракан ырă йăласене сыхласа упраççĕ, инкекре никама та пĕччен тăратса хăвармаççĕ», — палăртнă вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Маловпа Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ЧР Халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕ Лев Кураков тата ыттисем пирĕн вăй халăхсен туслăхĕнче пулнине тепĕр хут çирĕплетсе каланă.

Уяв концертĕнче тĕрлĕ халăх юрри-ташши инçете саланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code