Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Вĕсен шăпи – театр

Вĕсен шăпи – театр

Кÿлпуç хĕрĕ Светлана Сазонова /Корчакова/ артист пулман пулсан, тен, воспитательте ĕçлесех ĕмĕрне ирттернĕ пулĕччĕ-и? Е чунĕ илемлĕх тĕнчине туртăннă май ăста ÿнерçĕ тухăччĕ унран? Ÿкерме питĕ юратнă вăл.

Николай Корчаков вара, Шăмăршă районĕнчи Асанкасси каччи, кĕç-вĕç ял хуçалăх техникин механикĕ пулса тăман. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче виçĕ çул вĕреннĕ.

Артист шăпи вара хăйĕннех тунă, хĕрпе каччăна Ленинграда – театр, музыка тата кинематографи институтне илсе çитернĕ. Унти çĕршывĕпе паллă А.И.Кацман педагог патĕнче пĕлĕве туптаса тăван ене таврăннă. Артист дипломĕпе çеç мар, Светланăпа Николай унтах çемье çавăрса пепкеллĕ те пулнă. Çапла, 1972 çултанпа 2010 çулта Николай Васильевич çут тĕнчерен уйрăлса кайиччен, Светлана Васильевна сывлăхĕ хавшанине пула пенсие кайиччен театр çцени çинчен анман вĕсем.

Кÿлпуç хĕрĕ

С.Корчакова

Светлана Кÿлпуç ялĕнче 1948 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ, Валентина Алексеевна, Хăвăлçырмари сакăр çул вĕренмелли шкулта вырăс тата нимĕç чĕлхисене вĕрентнĕ. Хамăр тăрăхри аслă ăру çыннисем ăна паян кунччен те ырăпа асăнаççĕ. «Вăл пире чунне парса вĕрентнĕ», – теççĕ.

Ашшĕ, Василий Федорович, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен сывă таврăннă хыççăн Калинин ячĕпе хисепленекен колхозра бригадирта, каярахпа колхоз председателĕнче ĕçленĕ.

1955-1963 çулсенче Светлана ялти пуçламăш тата Хăвăлçырмари сакăр çул вĕренмелли шкулсенче вĕреннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче ялти çамрăксем обществăлла ĕçсенче уйрăмах палăрса тăнă. Çакă вырăнти комсомол организацийĕ тулăхлă ĕçлесе пынипе те çыхăннă. Ялти клуб сцени çинче çамрăксем тăтăшах концертсем кăтартнă, спектакльсем лартнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче Светлана вĕсене хаваспах хутшăннă. Ун чухнех клуба пуçтарăннă халăх унăн пултарулăхĕпе киленсе паллашни, тăвăллăн алă çупса саламлани, паллах, пулас артисткăна хавхалантарнă.

1963 çулта сакăр класа лайăх паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Светлана Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. 1966 çулта педагог дипломне алла илнĕ хĕр Шупашкар хулинчи ача садĕнче ĕçлеме тытăнать. Ачасене юратнă пулин те ăна театрăн асамлă тĕнчи хăй патне ытларах туртнă. Чăваш АССРĕнчи культура пайĕ Ленинградри театр институтне вĕренме яма пĕр ушкăн чăваш хĕрĕсемпе каччисене пухас пирки пĕлтерсессĕн Светлана пĕр иккĕленмесĕрех конкурса хутшăнма кăмăл тăвать.

Çак тапхăра эпĕ питĕ лайăх астăватăп. Шупашкарта иртекен конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне хутшăниччен Светлана яла таврăнчĕ. Çак хыпара илтсен эпĕ вĕсен килне кайрăм. Светлана мана та конкурса хутшăнма сĕнчĕ. Эпĕ, халĕ кăна Елчĕкри вăтам шкула пĕтернĕскер, килĕшмерĕм. Мĕншĕн тесен Баку хулинчи Тинĕс-Çар училищине кайма документсем те, медицина комиссийĕн справкисем те хатĕрччĕ. Ун чухнехи ĕмĕтсем манăн тинĕспе кăна çыхăннăччĕ.

Светлана тĕрĕслевсене парăнтарса Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институчĕн студентки пулса тăчĕ. Унпа пĕр ушкăнрах, кайран Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем пулса тăнă Н.Корчаков, И.Иванов, Л.Федорова, А.Шилова, А.Павлов, Л.Галимова, В.Федоров вĕреннĕ. Студент вăхăтĕнче хунав янă туслăх паян кунччен те татăлмасть. Йывăр вăхăтра яланах пĕр-пĕрне алă тăсса пама хатĕр вĕсем.

Студент çулĕсем чăнах та асамлă тапхăр. Вĕсене кашни çын чуна пăлхатса аса илет. Институтра пилĕк çул хушши туптаççĕ ăсталăха чăваш хĕрĕсемпе каччисем. Çав вăхăтра Светлана Сазоновăпа Николай Корчаков хушшинче юрату кăвайчĕ амаланса каять. 1970 çулта студентла туй туса вĕсем çемье çавăраççĕ.

1971 çулхи çулла Светланăпа Николайран çыру илтĕмĕр. Вĕсем Ленинградра вĕренмелли юлашки çул юлчĕ, çавăнпа манпа тăван аппана Тамарăна, Светланăн йăмăкне Кларăна тата Светланăн çывăх тăванне – Александра Владимировна Анисимовăна хăнана пыма чĕнсе çырнă. Август уйăхĕн вĕçĕнче тăватсăмăр та Ленинграда тухса кайрăмăр. Николай институтра вĕреннĕ хушăрах çак çурт картишĕнче дворник пулса ĕçлет иккен. Уншăн ăна пĕр пÿлĕмлĕ хваттер панă. Çамрăк çемье пире тараватлă йышăнчĕ. Пилĕк кун Николай пирĕнпе хула тăрăх экскурсовод вырăнне çÿрерĕ. Вăл Ленинграда тата унăн историне лайăх пĕлни питĕ тĕлĕнтернĕччĕ.

1972 çулта аслă шкула вĕçлесен Светланăпа Николай тата вĕсен Ирина хĕрĕ Шупашкара таврăнаççĕ. Чăваш академи драма театрĕнче уйăх çурă ĕçленĕ хыççăн ултă çамрăк артиста Çамрăксен театрне куçараççĕ. Вĕсен йышĕнче Светланăпа Николай Корчаковсем те пулнă.

Тÿрех каласа хăварас килет: тин çеç ĕçлеме пуçланă çамрăк артистсене пурне те хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Корчаковсем Канаш проспектĕнчи çуртра икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте хăтлăх тупаççĕ. Çамрăксен театрĕнче тăватă çул ĕçленĕ хыççăн вĕсем каялла Чăваш патшалăх академи драма театрне таврăнаççĕ.

Светлана Васильевнăн чи малтанхи ролĕ – «Кай, кай, Ивана» драмăри Наçтаç пулнă. Каярахпа вырăсларан чăвашла куçарнă пьесăсенчи сăнарсене нумай калăпланă.

– Мăшăрăм режиссерта ĕçлеме пуçласан тĕрлĕ енлĕ рольсене вылярăм. Хама питĕ килĕшекен роль – «Кăвакарчăнăм эсĕ манăн» спектакльти Надя. Питĕ ăшă сăнар вăл. Манăн çак роле «Çулталăкри хĕрарăм сăнарĕнчен чи лайăх роль» тесе палăртнăччĕ, – аса илет Светлана Васильевна.

– Мана уйрăмах кулăшла сăнарсем килĕшетчĕç. Вĕсене вылянă чухне ытларах киленÿ илеттĕм. Купăста Лисукĕ /«Вĕçкĕн Ваççан çичĕ арăмĕ»/ роле халĕ те кулса аса илетĕп. Уншăн та мана республикăри театрсем хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне панăччĕ.

Театрта вылянă çулсенче Светлана Корчакова тĕрлĕ сăнарсене калăпланă. 36 çул хушшинче сцена çинчен анман артистка лирикăпа драмăллă рольсенче хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене нумай тыткăнланă. Паллă рольсем – Фрау Марта /«Икс» операци», С.Димин/, Татьяна /«Хурлăхлă чан сасси», Н.Сидоров/, Устинья Наумовна /«Хамăр çынсем – йÿнĕçтерĕпĕр», А.Островский/, Галька /«Чуна кивçен илеймĕн», В.Распутин/… Çапах та ăна куракансем ытларах кулăшла сăнарсемпе палласа юлнă.

Чылай чухне артистсен çапла – трагик комик рольне вылясшăн, комик – трагик рольне. Артистка вара кăткăс психологиллĕ, драмăллă сăнарсене калăплама пÿрменшĕн куляннине пытармасть.

Чăваш культурипе театр искусствине аталантарас ĕçри тÿпелĕхшĕн ăна 1991 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» ятне параççĕ. Корчаковсен çемье архивĕнче питĕ нумай Хисеп хучĕ, Тав çырăвĕ, унăн пултарулăхне çутатнă хаçатсемпе журналсем, сăн ÿкерчĕксем упранаççĕ.

Светлана Васильевна çинчен калаçнă май ниепле те мăшăрне – Николай Васильевича, сиктерсе хăварма çук. Мĕншĕн тесессĕн вĕсен пурнăçĕ питĕ тачă çыхăнса тăнă. Хĕрĕх çул арлă-арăмлă пурăнса, ĕмĕр тăршшĕпех театрта юнашар ĕçлесен те пĕр-пĕринчен нихăçан та йăлăхман. Светлана Васильевна ытти хĕрарăмсем пекех пысăк кăмăл-туйăмлă, Николай Васильевич вара хăйне хăй яланах алăра тытатчĕ, кирек мĕнле ыйтăва та лăпкăн ăнлантарса пама пултаратчĕ.

Кĕрÿшĕ

Ленинградра пĕр ушкăнра вĕреннĕ чăваш артисчĕсем /пĕрремĕш ретре сулахайран сылтăмалла – А.Шилова, С.Корчакова, А.Павлов, Л.Галимова, иккĕмĕш ретре – Н.Корчаков, И.Иванов, Л.Федорова, В.Федоров, В.Семенов /1967-1972 çулсем/

Николай Корчаков 1949 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Василий Павлович, колхоз председателĕ пулнă. Амăшĕ, Надежда Никитична, колхозри ĕçсене çÿренĕ. Арçын ачана мĕн пĕчĕкренех романтикăлла профессисем килĕшнĕ. Малтанах геолог пулас ĕмĕтпе çунатланнă, артист пулас туртăм пурпĕрех çĕнтернĕ ăна. Артист пулас ĕмĕте вăйлатма çав çулсенче Асанкасси шкулĕнче ĕçлекен В.П.Станьял хавхалантарни те пулăшнах ăна.

Анчах ашшĕ ывăлĕн ĕмĕтне пайламан. Вăл ăна колхозри механик-юсавçă пек курнă. Николайăн ирĕксĕрех ашшĕне итлесе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме каймалла пулнă.

1967 çулта Ленинградри театр институтне ушкăн пухнине илтсен конкурссем витĕр ăнăçлах тухса вĕренме кĕрет пултаруллă каччă.

Нева çинчи хулара вĕреннĕ вăхăтрах Николая «Степень риска», «Ход белой королевы» илемлĕ кинофильмсенче ÿкерĕнме май килнĕ.

Театр институтне пĕтерсе Шупашкара килнĕ çулах 1972 çулхи кĕр кунĕнче Николая салтак тумне тăхăнтараççĕ. Çулталăкран таврăнсан вăл Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме тытăнать.

Николай Корчаков вуншар сăнар калăпланă юратнă театрĕн сцени çинче. А.Чебановăн «Праски инке хĕр парать» камитри /1980 çул/ Митьăн рольне вылянă хыççăн вара унăн ячĕ Чăваш Республикипех кĕрлесе каять. Куракансем театр тÿпине çĕнĕ «çăлтăр» хăпарнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненеççĕ.

Çитĕнÿсемпе лăпланса ларма хăнăхманскер, 1982 çулта вăл Мускаври ГИТИС çумĕнчи режиссерсен курсне вĕренме кĕрет, икĕ çултан театрта режиссер пулса ĕçлеме тытăнать. Унăн пĕрремĕш ĕçĕ – А.Чебановăн «Мыскаран мăйраки кукăр» пьеси тăрăх лартнă спектакль. Çак сатира камичĕ питĕ йывăрпа лартăннă. Идеологи комиссийĕ 1984 çулта виçĕ хутчен пăхса тухнă хыççăн çеç пуçлăхсене питлекен спектакле сцена çине кăларма ирĕк панă. Корчаков режиссерăн ăсталăхне вăл чун панă спектакльсем çирĕплетеççĕ: «Юнашар телей çÿрет», «Хĕр çураçма кайсан», «Пуса каччи», «Суйлакана – Суйпике», «Тĕпсĕр сăпкари ача сасси», «Савнă кин», «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн»… Çав вăхăтрах вăл республика шайĕнчи мероприятисен, юбилейсен, паллă пулăмсен режиссерĕ те пулнă. Сăмахран, Европăн V Кубокне Шупашкарти Олимпийский стадионта савăнăçлă лару-тăрура уçни, Чăваш Республикин Президенчĕн инаугурацийĕсем, СССР космонавт-летчикăн А.Николаевăн, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн К.Ивановăн, «Хыпар» хаçатăн юбилей концерчĕсемпе савăнăçлă каçĕсем – вĕсем пурте Н.Корчаков хатĕрленипе пулса иртнĕ. Вăл Чăваш Республикинче кăна мар, Коми тата Мари Эл республикисенче те спектакльсем лартнă.

Çав вăхăтрах Н.Корчакова Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнчи «Театрализациленĕ представленисен, уявсен режиссури» курсне ертсе пыма çирĕплетеççĕ. Кĕске вăхăтрах вăл студентсемпе преподавательсем хушшинче пĕр сăмах тупса пысăк авторитет çĕнсе илет.

Иртнĕ çулсем çине каялла çаврăнса пăхатăн та – тĕлĕнетĕн. Çавăн чухлĕ ĕç тума унăн ăçтан вăхăчĕпе вăй-халĕ тупăннă-ши; Тытăннă ĕçсене вăл яланах ячĕшĕн мар-çке, тĕплĕн туса пынă. Тупсăмне çак сăмахсенче шырамалла пулĕ тетĕп.

– Театр – чи хакли, манăн пурнăçăм. Ир те, каç та театрта эпĕ. Театр наркăмăш, наркотик пек, романтикăллă япала. Ăна пĕр тутансан унран хăпаймастăн, – тенĕччĕ Николай Васильевич хăйĕн 60 çулхи юбилейĕнче.

Çак сăмахсем çумне эпĕ нимĕн те хушма хăяймастăп.

Н.Корчаковăн пархатарлă ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. 1981 çулта ăна Шупашкар хулин Хисеп хăми çине кĕртнĕ, 1999 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕсене, «Чăваш Республикин искусствăн тава тивĕçлĕ деятелĕ» ят парса хавхалантарнă. 2001 çулта «Чăваш Республикин халăх артисчĕ» ята тивĕçнĕ вăл.

Пур енчен те пурнăç ăнса пырать темелле. Анчах та 2010 çул пуçламăшĕнче ăна йывăр чир çапса ÿкерет. Йывăрлăхсене парăнма хăнăхманскер вăл сывалас шанăçпа пурăнчĕ. Юлашки тĕл пулура:

– Пĕр вырăнта ларма пултараймастăп. Яланах çĕннине пĕлес, шырас килет. Пурнăç – çавăнта. Вăл çăмăл мар пулсан та питĕ кăсăклă, – тени халĕ те хăлхара…

Николай Корчаковăн пурнăçĕ 2010 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех татăлчĕ.

Вуннăмĕш çул Светлана Васильевна савнă мăшăрĕсĕр. Чир-чĕре пула вăл килтен тухсах çÿреймест. Хĕрĕпе ывăлĕ амăшне пулăшсах тăраççĕ. Сăмах май каласан, вĕсем ашшĕпе амăшĕн çулĕпе кайман. Ирина – экономист, Димитрий – педагог.

Светлана Васильевна вара икĕ мăнукне питĕ тарават, вĕсемшĕн унăн тутлă апат-çимĕç те, ырă та ăшă сăмах та татăлмасть.

Владислав САЗОНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code