Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк тухăç — ăнăçлă аталану

Пысăк тухăç — ăнăçлă аталану

Чăваш Республикинче культура, экономика тата инфраструктура ăнăçлă аталанаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ кунсенче Наци телевиденине панă интервьюра 2025 çулхи ноябрь уйăхĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çак уйăх ял территорийĕсене малалла аталантарнинчен пуçласа уникаллă культура проекчĕсем старт илнипе те паллă пулса юлнине палăртрĕ вăл.

Раççей музыка картти — федераци пĕлтерĕшлĕ культура событийĕ шутланать. Чи паллă событисенчен пĕри — Мускавра Раççейĕн Музыка карттине ĕçе яни. Çак проект пирĕн «Раççейĕн тĕрленĕ картти» пуçарăва пула вăй илнĕ. Олег Николаев Чăваш Ен çĕршывăн культурăпа ăс-хакăл пĕрлĕхĕн управçи пулни çинчен каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ аграрлă секторти рекордлă тухăçа та палăртмасăр иртмен. Çанталăкăн кăткăс условийĕсене пăхмасăр, республика çĕр ĕç культурисене тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ, пысăк тухăç илни ял хуçалăхне малалла аталанма май парĕ.

Интервьюра Чăваш Республикипе Узбекистан хушшинчи туслă çыхăну çирĕпленнине те асăннă. Чăваш предприятийĕсен ертỹçисем çак çĕршыва кайса килни тата ĕçлĕ килĕшỹ туни уйрăм экономика зонине йĕркелеме пулăшĕ.

Ноябрь уйăхĕнче Шупашкарта йĕлтĕр роллерĕн трассине хута яни те — çулталăкри паллă пулăм. Чăваш Ен тĕнче тата Раççей пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене йышăнма хатĕр.

Республика ялĕсенче тухтăр амбулаторийĕсемпе культура çурчĕсем тăвасси тата модернизацилесси ăнăçлă пулса пырать.

Олег Николаев наци театрĕсен фестивалĕ культура диалогĕ пулса тăнине те палăртса хăварнă. Вера Кузьмина ячĕллĕ фестиваль иккĕмĕш хут ĕнтĕ çĕршыври мĕн пур театра пĕрлештернĕ. Чăваш кураканĕсем Якут, Алтай, Калмык Республикисен тата çĕршыври ытти регион коллективĕсен чи паллă ĕçĕсемпе паллашма пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code