Хальхи вăхăтра ноябрĕн 28-мĕшĕнче пуçланнă Раштав типпи пырать. Çак типĕ — иртсе пыракан çулăн — юлашки, килес çулăн пирвайхи типпи шутланать. Вăл 40 куна тăсăлать, январĕн 6-мĕшĕнче вĕçленет. Раштав типпи яланах пĕр вăхăтра пулать, улшăнмасть.
Православи тĕнне ĕненекенсем типĕ тытса, тунă çылăхсемшĕн ỹкĕнсе, вĕсене каçарттараççĕ, Христос Туррăмăрăн ỹчĕпе юнне ăша илеççĕ, çав майпа Унпа пĕрлешеççĕ.
Унччен христиансен тĕн кĕнекисене вуламалла, чиркĕве çỹремелле, çынсене кỹрентересрен сыхланмалла, хăйсене йĕркеллĕ тытмалла. Раштав типпинче çак апат-çимĕçе çиме юрать: пăтă (сĕлĕ, хуратул, рис, вир, тулă…), ỹсен-тăран çăвĕ, кăмпа, пахча çимĕç, улма-çырла, «типĕ» çăкăр тата чустаран пĕçернĕ çимĕç, ỹсен-тăран сĕчĕ (соя, сĕлĕ, миндаль…), мăйăр, пыл, пулă (ятарлă кунсенче).
Çак апат-çимĕçе çимелле мар: аш-какай тата унран хатĕрленĕ апат-çимĕç, юр-вар (сĕт, çу, сыр, йогурт…), çăмарта, алкоголь (вырсарникун тата чиркỹ праçникĕнче кăштах хĕрлĕ эрех ĕçме юрать).
Ача-пăчан, çире пур хĕрарăмсен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен, чирлесе тăракансен, больницăра сипленекенсен, çул çỹревçĕсен, йывăр ĕçпе пурăнакансен типĕ тытасси виçеллĕ пулмалла.
Магазинтан е пасартан апат-çимĕç туяннă чух «типĕ апат-çимĕç» («постный продукт») тесе çырнине шута илмелле. Пылак çимĕçе (вĕсенче выльăх çăвĕ, маргарин, çăмарта пур) туяниччен килте пĕçернипе (сĕт-çу продукчĕпе çăмартасăр хатĕрленипе) сăйлансан аванрах.
Декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 1-мĕшĕччен — «çирĕп» типĕ: ытларикунпа кĕçнерникун пулăсăр, ỹсен-тăран çăвĕпе вĕри апат çимелле. «Чи çирĕп» типĕ — январĕн 2-6-мĕшĕсенче. Сочельник (январĕн 6-мĕшĕнче) — тỹпере пирвайхи çăлтăр тухиччен пачах та çимелле мар, ун хыççăн кутья, тулăпа рис тата типĕтнĕ улма-çырла çиме юрать.
Типĕ тытмашкăн сывлăх, кăмăл туртăмĕ, чун çирĕплĕхĕ, чăтăмлăх кирлĕ. Чирлĕ çыннăн, паллах, типĕ тытассинчен тытăнса тăмалла.
Чи пĕлтерĕшли — хаваслă та ырă праçнике, Раштава, таса чунпа кĕтсе илме тăрăшар.
Александр СЕНЬКИН
протоиерей.

