Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма

Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма

2020 çулта Чăваш кĕнеке издательстви 100 çул тултарать. Çак паллă пулăма халалласа тĕрлĕ проектсем ĕçе кĕрсе пыраççĕ.

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче 13 сехетре районти тĕп библиотекăра Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă çĕнĕ кĕнекесен презентацийĕ иртет. Тĕл пулăва Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ çыравçăсем – Владислав Николаев, Елен Нарпи тата Петĕр Лаштай килеççĕ. Вĕсем хăйсен çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштараççĕ.

Кунтах кĕнекесен куравĕ иртет. Вулакансем хăйсене килĕшекен произведенисене туянма та пултараççĕ.

Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин ертсе пыракан редакторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code