Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иртнипе пуласлăх çурчĕ уçăлнă

Иртнипе пуласлăх çурчĕ уçăлнă

Шупашкарта ЧР патшалăх истори архивĕн çĕнĕ çурчĕ хута кайнă.

Уяв хăйăвне касма федерацин архив агентствин ертỹçи Андрей Артизов, ЧР пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă. «Архив кун-çулĕнчи питĕ пысăк пулăм ку. Çĕнĕ çуртра документсене упрама та, ĕçлеме те, çынсене йышăнма та услови çителĕклех. Архивистсене çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме май парать», — тенĕ Андрей Артизов пухăннисене саламланă май. Михаил Игнатьев архив çуртне çĕнетмешкĕн республика бюджетĕнчен 100 милллион тенкĕ ытла уйăрнине пĕлтернĕ. Истори архивĕн директорĕн çумĕ Федор Козлов каланă тăрăх, çĕнĕ корпусра 750 пин ытла документа упрама пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code