Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Районăн 90 çулхи юбилейĕ

Районăн 90 çулхи юбилейĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура, тĕпрен илсен, эрнекун — ноябрĕн 17-мĕшĕнче уявлама хатĕрленекен районăн 90 çулхи юбилейне паллă тăвассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Оргкомитет йĕркелỹçи — район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый район юбилейне халалланă тĕрлĕрен мероприятисене, тĕпрен илсен, чылай маларах ирттерме тытăннине, вĕсене çỹллĕ шайра йĕркелеме пултарнине те палăртса каларĕ. Çак пулăм — Елчĕк районĕ 90 çул тултарнипе çыхăннă спорт мероприятийĕсем çинчен «Улăп» спорт комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов чарăнса тăчĕ. Район хаçачĕн паянхи номерĕнче те пулса иртнĕ спорт ăмăртăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Сăмах май, шăматкун районта йĕркеленĕ спорт ăмăртăвĕсене ентешĕмĕр — ЧР физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков хутшăнма кăмăл тунине палăртма та кăмăллă.

Петр Смирнов инструктор-методист çавăн пекех «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» (ГТО) Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассипе районта çак вăхăтчен мĕнле ĕçленипе те паллаштарчĕ. Уйрăммăн илсен, районти вĕренỹ учрежденийĕсен коллективĕсем кĕркуннехи каникул вăхăчĕпе усă курса ГТО нормативĕсене парассипе пысăк пуçарулăхпа тимленĕ.

Елчĕк районĕнче тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарасси мĕнле пыни çинчен Федерацин налук службин Комсомольскинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов чарăнса тăчĕ. Кỹршĕллĕ 4 район хушшинче Елчĕксем налук пуçтарассипе начар ĕçлемеççĕ. Апла пулин те пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсене тỹлес вăхăта декабрĕн 1-мĕшĕччен тăснипе лăпланса ларас марччĕ. Вĕсене кая юлмасăр тỹлемелле. Мĕншĕн тесен налуксем ял тăрăхĕсен бюджетне кĕреççĕ. Çакна шута илсе ял тăрăхĕсен вырăнти налука туллин пуçтарассишĕн тăрăшмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин юлнă вăхăтпа усă курса уява хатĕрленес ĕçри яваплă çынсене тимлĕрех те хастарлăрах пулма ыйтрĕ. «Хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илер тата ăсатса ярар, вĕсем пирĕн тараватлăха нумайлăха хăйсен асĕсенче хăварччăр», — тесе палăртса каларĕ вăл. Çак сăмахсем çумне хушса каламалли те урăх çук…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code