Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Истори фестивалĕнче

Истори фестивалĕнче

Районăн сумлă юбилейне вĕренỹ учрежденийĕсем тĕплĕ хатĕрленнине Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ «Елчĕк районĕ: иртнĕ тата хальхи вăхăт страницисем» истори фестивалĕ яр уççăн кăтартса пачĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, шкул ертỹçисем, район çыннисем йышлăн хутшăнчĕç.

Фестиваль Раççей, Чăваш Ен, Елчĕк районĕн гимнĕсем янăравлă шăраннинчен пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пухăннисене юбилей ячĕпе саламларĕ, коллективсене пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ.

Унтан вĕренỹ учрежденийĕсем пĕрин хыççăн тепри район тăхăр теçетке çул утса тухнă кун-çулпа тĕплĕн паллаштарчĕç. Куракансем иртнĕ вăхăта туллин аса илнĕ май куççулĕсене те тытса чараймарĕç. Ытла та йывăр тапхăрсем тỹснĕ Елчĕк çыннисем. Çапах та чунра савăнăç çиçрĕ: мĕнпур асапа чăтса ирттерсе мирлĕ пурнăçпа киленсе пурăнаççĕ паян пурте.

Леонард Левый учительсемпе вĕренекенсем районăн иртнĕ тата хальхи вăхăт страницисене пĕрерĕн-пĕрерĕн уçса кăтартма пултарнăшăн, çакă ỹссе пыракан ăрăва воспитани панă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлине палăртса шкул коллективĕсене Тав хучĕсем парса чысларĕ.

Фойере шкул ачисемпе вĕрентекенсем ятарласа район юбилейне халалласа ăсталанă япаласен куравĕ те куракансене тыткăна илчĕ.

Ф.ЦЫГАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code