Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мухтанатăп вăйлă та ĕçчен, юратнă çынсемпе пĕрле

Мухтанатăп вăйлă та ĕçчен, юратнă çынсемпе пĕрле

Хамăн пурнăçра физкультурăпа спорта тата сывă пурнăç йĕркине аталантарас тĕлĕшпе ытларах тимленĕ специалист пулнă май, тăван районти паллă педагогсемпе, журналистсемпе тата канăçсăр таврапĕлỹçĕсемпе танлаштарсан, район историне сахалтарах пĕлетĕп, паллах. Апла пулин те Елчĕк районне туса хунăранпа кăçал 90 çул çитнĕ май, тăтăшах хамăн çамрăклăха тата Пăла тăрăхĕнче вăй хунă вăхăта аса илетĕп.

Эпĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн шăп тăхăр çул иртсен Аслă Елчĕкре çуралнă. Аттепе анне, тĕнчери чи хаяр вăрçăран 1944 çулта аманса таврăннă Василий Семеновичпа тыл ветеранĕ Ефросинья Ефимовна Петрянкина (хĕр чухнехи хушамачĕ), вăл вăхăтра çĕршывра питĕ йывăр самана тăнă пулин те, хăйсен ултă ачине тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе лайăх воспитани панă, пур ĕçе те юратса тата тирпейлĕ пурнăçлама хăнăхтарнă.

Утмăл çул каялла пирĕн атте Елчĕкри райпора водительте ĕçлеме пуçланă. Юратнă аттене, вăрçă хыççăн таврари чи вăйлă çынсенчен пĕри шутланнă, Елчĕкри Акатуйра пиçиххипе кĕрешсе темиçе хутчен малти вырăнсене йышăннă Василий Семеновича, яланлăхах çухатрăмăр.

Чылай çул каялла эпĕ Аслă Елчĕкри чи сумлă ĕçпе вăрçă ветеранĕпе, 1970-1980 çулсенче КПСС Елчĕк райкомĕнче ĕçленĕ П.А.Печковпа тĕл пулнăччĕ. Петр Алексеевич манăн аттене кăна мар, унăн икĕ сыпăкри тăванне Родион Виноградова та лайăх астăвать.

— Районта Родионран вăйлăрах арçын пулман та пулĕ. Виноградов Кирилен 100 килограмран та йывăртарах ывăлĕ 1930 çулсен варринче Елчĕк районĕнчи Акатуйсенче кăна мар, республикăра ирттернĕ пысăк ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăннă. 1936 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш Автономиллĕ Республикин Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхĕн паха кăтартăвĕсемпе тата çул тăвас тĕлĕшпе пĕрремĕш вырăн йышăннă Елчĕк районĕнче республикăри Акатуй иртнĕ. Унта вăл вăхăтри пуçлăхсем те — Совнарком председателĕпе В.И.Тексинпа ВКП (б) облаç комитечĕн иккĕмĕш секретарĕ, Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ Я.А.Андреев тата ытти хаклă хăнасем те хутшăннăччĕ. Вĕсем кăнтăрла иртсен пурте кĕрешекенсен çивĕч тупăшăвне тимлĕ сăнарĕç. Ăмăртусем вĕçленсен вара Василий Ивановичпа Яков Андреевич Родион Виноградова Акатуйăн абсолютлă чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, — тесе каласа кăтартрĕ ун чухне Петр Алексеевич.

Паллах, вăйлă, чăтăмлă та çивĕч çынсем ĕлĕкренпех пирĕн пысăк ялта кăна мар, Аслă Пăла Тимешре, Лаш Таяпара, Кавалта, Патреккелте, Аслă Таяпара, Кармалта, Элпуçре тата ытти ялсенче пурăннă. Анчах та вĕсенчен чылайăшĕ районта ăмăртусем сахалтарах ирттернĕрен, çавăн пекех вырăнти чемпионсен республикăри турнирсене час-часах хутшăнма май килменрен хăй вăхăтĕнче Ардалион Игнатьев олимпиец е пирĕн ялта çуралса ỹснĕ, 1970 çулсенчех ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорчĕн мастерĕсем пулса тăнă Илья Уркин, Николай Казначеев тата Александр Кассиров пек паллă атлетсем пулса тăрайман.

Эпĕ Аслă Елчĕкри вăтам шкулăн аслă класĕсенче, Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ çулсенче, çавăн пекех Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă вăхăтра спорт разряд нормативĕсене 10 çухрăма йĕлтĕрпе чупассипе, йывăр атлетикăн, çăмăл атлетикăн хăш-пĕр енĕсемпе, çавăн пекех ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тата 24 килограмлă кире пуканĕсем йăтса та пурнăçланă, çамрăк чухне тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса 20 ытла грамотăпа жетон çĕнсе илнĕ. Шел пулин те, аслă пичче Родион Виноградов е хисеплĕ ентеш-юлташсем Илья Уркинпа Александр Кассиров пек темиçе хутчен республика чемпионĕ пулаймарăм, спорт мастерĕн нормативне те пурнăçлаймарăм. Апла пулин те эпĕ 80 çул каяллах Чăваш Енри чи вăйлă пăхаттирсенчен пĕри шутланнă Родион Виноградовпа, тăван ялтан тухнă 11 спорт мастерĕпе, хăй вăхăтĕнче Ленин ячĕллĕ колхоза чапа кăларма пултарнă Гурий Тябуковпа, Валентин Архилинпа, Сергей Сосновпа тата ытти мухтавлă çĕр ĕçченĕсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе, Атăл тăрăхĕнче чапа тухнă культурăпа искусство ĕçченĕсемпе, уйрăмах çĕршывĕпе паллă этнопедагогпа Геннадий Волков академикпа тивĕçлипе мухтанма пултаратăп.

…1979 çулхи июль пуçламăшĕнче Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмне пĕтертĕм те тăван района направленипе ĕçлеме килтĕм. Нумай та вăхăт иртмерĕ — районăн вăл вăхăтри ертỹçисем сĕннипе мана Елчĕкри спорт комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлама сĕнчĕç.

Пытармасăр калатăп: малтанхи вăхăтра ĕçлеме йывăрччĕ. 1980 çулсен пуçламăшĕнче тинех пăр тапранчĕ темелле. Райĕçтăвком председателĕнче П.Д.Хушкин ĕçлеме пуçласан чылай предприятипе колхозра, паллах, шкулсенче те физкультурăпа спорт çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. 1982 çулхи кĕркунне Елчĕкре республикăри «Урожай» физкультурăпа спорт обществин ачасемпе çамрăксен улттăмĕш спорт шкулĕ уçăлни вара хăйне евĕрлĕ трамплин пек пулса тăчĕ. А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ спорт шкулне уçас тĕллевпе республикăри ирĕклĕ «Урожай» спорт обществине ертсе пынă пирĕн ентеш П.П.Сидоров тата Ардалион Васильевич хăй нумай вăй хучĕç. Тавтапуç вĕсене!

Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕ 1983-1984 çулсенче ирттернĕ смотр-конкурсра Елчĕк районĕ пуçласа пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, яллă районсем хушшинче куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялава тата республика Правительствин I степень Дипломне çĕнсе илчĕ. Çавна май 1984 çулхи август уйăхĕнче Елчĕкри «Урожай» тĕп стадионта Пĕтĕм Раççейри физкультурник кунне халалланă уявра Чăваш АССР Министрсен Совечĕн çумĕнчи Физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ В.Ф.Филиппов темиçе çынна Хисеп грамоти парса чысларĕ, вăлах республика Правительствин ячĕпе Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине мана пачĕ. Çапла майпа 33 çул каялла эпĕ, А.В.Игнатьев олимпиеца шутламасан, хăйĕн ĕмĕрне физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе халалланă Елчĕк районĕнче ĕçленĕ пĕрремĕш специалист пулса тăтăм. Çакă вара тивĕçлипе мухтанмалли ырă тĕслĕх.

Хĕрĕх çула яхăн каялла пирĕн районта пĕртен-пĕр спорт мастерĕ, «Сельхозтехника» пĕрлешỹри малта пыракан рабочи, кире пуканĕ йăтассипе çĕршыв рекордсменĕ, «Урожай» физкультурăпа спорт обществин Тĕп канашĕн чемпионĕ Анатолий Горшков пурăнатчĕ. Паян вара манăн тăван районта пурăнакан е Пăлапа Лащă тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ спорт мастерĕсен шучĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ Шупашкарта пурăнать, утмăлтан иртнĕ. Шел пулин те, юлашки чĕрĕк ĕмĕрте спортăн тĕрлĕ енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче палăрнă, республика чемпионĕ ятне темиçе хутчен çĕнсе илнĕ çирĕм ытла ентеш пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă. Юлашки çулсенче кăна кире пуканĕ йăтассипе 1983 çулта РСФСР рекордне çĕнетнĕ Анатолий Турхана, республика тата çĕршыври «Урожай» обществăн чемпионĕсем пулнă Серафим Григорьевпа Владимир Тихонова, ытти хăш-пĕр мухтавлă атлета тата пултаруллă тренерсене юлашки çула ăсатрăмăр.

Вăхăт малаллах шăвать. Савăнмалли сăлтавсем те нумайлансах пыраççĕ. Мана ытларах хальхи вăхăтра ентешсем тăван района туса хунăранпа 90 çул çитнине пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илни кăмăла çĕклет. Паллă çĕр ĕçченĕ, хуçалăхăн чăн-чăн çирĕп тыткăчи, район администрацийĕн пуçлăхĕнче 17 çул тăрăшакан Н.П.Миллин ертсе пынипе пирĕн районта кăçал та тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ.

Физкультурăпа спортри çитĕнỹсем те курăмлă. Физкультурăпа спорт министерствин 2016 çулхи ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн район, Çĕрпỹ, Канаш тата Вăрнар районĕсем хыççăн, тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ спорт шкулĕ вара хăйĕн кăтартăвĕсемпе пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Юлашки çулсенче тăван районти ăмăртусенче пĕрремĕш медальсене çĕнсе илнĕ Кавал ялĕнчи пăхаттирсем Сергей Соловьевпа Александр Павлов кире пуканĕ йăтассипе тĕнче спорт мастерĕсем, Лаш Таяпари çăмăл атлет Екатерина Львова, Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнчи ялсенче çуралса ỹснĕ Василий Новиков, Артем Сусликов, Гурий Чермаков, Инна Ананьева Раççей спорт мастерĕсем пулса тăчĕç, вун-вун яшпа хĕр республика чемпионачĕсенче кăна мар, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче те тĕрлĕ награда çĕнсе илчĕç.

Николай ВИНОГРАДОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Ĕнел ялĕнчи çĕршывĕпе паллă çăмăл атлетсем Серафим Григорьевпа (сылтăмри) Ардалион Игнатьев олимпиец Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин спортсменĕсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code