Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне туса хунăранпа _ 35 çул, «Улăп» физкультурăпа спорт комплексне хута янăранпа 10 çул çитнине халалласа Елчĕкре спорт фестивалĕ иртрĕ.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв кунĕ районта çĕршыври тĕрлĕ кĕтесри ентешсем, спортсменсем пулчĕç. Уява пуçтарăннисене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова саламларĕ. Елчĕк районĕ спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсемпе пуян. Ардалион Игнатьев, Владимир Андреев олимпиецсемпе, параолимпиада вăййисене хутшăннă Юрий Ильин тата ытти чылай пултаруллă спортсменпа эпир чăннипех те мухтанатпăр.
Салам сăмахĕсен çумне çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ, Чăваш Енĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ, РСФСР халăхĕсен çуллахи 7-мĕш тата 8-мĕш спартакиадисен çĕнтерỹçи, 5000 метра чупассипе РСФСР чемпионĕ (1979, 1983), тĕрлĕ çулсенче иртнĕ пĕтĕм союзри çăмăл атлетика кросĕн çĕнтерỹçи тата призерĕ Николай Григорьев, кире пуканĕн спорчĕн СССР спорт мастерĕ, Чăваш Енĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ Юрий Карпов, районти физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă, йĕлтĕр ăмăртăвĕн тата кĕрешỹ енĕпе районти, республикăри ăмăртусен чылай хут çĕнтерỹçи Николай Виноградов, йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ, пауэрлифтинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Александр Викторов, йывăр атлетика тата пауэрлифтинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Петр Скворцов тата ыттисем те саламларĕç. Спортсменсем хăйсен вăйĕсене спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕслерĕç. Шывра ишес енĕпе тĕрлĕ ỹсĕмри хĕрсемпе каччăсем, хĕрарăмсемпе арçынсем 18 ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Кунта чи правуррисем Егор Туманов, Александра Мамуткина (Комсомольски районĕ), Стас Громов (Елчĕк), Ольга Краснова, Артем Путяков, Анна Иванова (Патăрьел), Кирилл Денисов (Комсомольски районĕ), Елена Краснова, Николай Перепелкин (Патăрьел), Лиана Чернова, Алексей Леонтьев, Наталья Арбузова (Елчĕк), Галина Зиновьева (Кĕçĕн Таяпа), Петр Дудкин (Кỹлпуç), Галина Павлова (Елчĕк), Станислав Сидоров (Шăмалак) пулчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕнче пурĕ 30 ытла арçын ача вăй виçрĕ. 26 кг çитичченхи виçере 1-мĕш вырăна Алексей Петров (Елчĕк), 28 кг çитичченхи виçере Давид Крысов (Елчĕк), 30 кг çитичченхи виçере Денис Иванов мала тухрĕç.
Йывăр атлетика спорчĕн ăмăртăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. Штангистсен хушшинче тĕрлĕ виçе категорийĕнче Евгений Воробьев (Таяпа Энтри), Алексей Панкратов (Кивĕ Эйпеç), Дмитрий Перцев (Питтĕпел), Андрей Паршуков (Çĕнĕ Пăва), Николай Смирнов (Кавал), Александр Ильин (Кивĕ Эйпеç), Марина Антонова, Илья Ишмуратов (Елчĕк) чи вăйлисем пулчĕç.
Волейбол турнирĕнче Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш командисем вăй виçрĕç, Курнавăшсем мала тухрĕç.
Уява Алексей Шадриковпа Дмитрий Московский эстрада юрăçисем хаваслăх кĕртрĕç.
Елена ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ хĕрỹ иртрĕ.