Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Общество сăнавĕн штабĕ пулĕ

Общество сăнавĕн штабĕ пулĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сентябрьте иртекен суйлава сăнаса тăракан пĕрлехи центр туса хума сĕнни пирки эпир хамăр хаçатра пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче шăпах ЧР Общество палатин членĕсем çак пуçарăва сÿтсе явнă.

Ларура палăртнă тăрăх, кăçалхи суйлав виçĕ куна тăсăлнăран тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текенсен хушшинче хĕрÿ тупăшу пулассине туйса тăнăран сăнав центрĕ питех те кирлĕ. Унта сасăлавпа çыхăннă мĕн пур информаци, çак шутра суйлава мĕнле хатĕрленни, йĕркене пăснине пĕлтерни те, пырса тăрĕ. Общество хастарĕсен шухăшĕпе, çапла майпа суйлава уççăн тата тĕрĕс йĕркелесе ирттерме май килĕ. Общество сăнавĕн штабне /палата членĕсем çĕнĕ тытăма çапла ят пама йышăннă/ йĕркелессине ЧР Общество палати хăй çине илĕ. Унăн йышне тĕрлĕ организаци, политика партийĕсен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кандидачĕсен представителĕсем кĕме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code